12 августа 2016 г.
Упамсари Сымовсене çак каçхине чăнласах та Турă сыхланă-тăр. Каçхи шăплăхра мунчан пĕр кĕтессинчен çулăм кăларсах çунма пикеннĕ вут чĕлхине вăхăтра асăрхаса парăнтарман пулсан, ултă ачаллă пысăк çемье кĕркуннене хирĕç нимĕн те мар хура çĕр çине те тăрса юлма пултарнă. "01" служба сотрудникĕсем шăнкăрав хыççăн инкек пулнă вырăна оперативлă çитни вара пушара малалла алхасма паман. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çак кунхине кил хуçисем мунча хутнă пулнă-мĕн. Ара, шăрăх çанталăкра кашни каçах шыва кĕрсе выртас килет-çке. Шăпăрлансем те пĕрин хыççăн тепри мунчара çăвăнса тухнă. Йăрăрах та чĕрĕрех пĕр ачи вара куç умĕнче выртакан шăрпăка илнĕ те... Юрать-ха, аслăраххисем тĕтĕм-сĕрĕм шăршне çывăрса каиччен сиснĕ, пушар службине васкавлă шăнкăрав янă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)