09 августа 2016 г.
Республикăра пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалли тапхăр малалла пырать. Çавна май ятарлă служба сотрудникĕсем тăтăшах вырăнти ял тăрăхĕсене тухса вут-кăвартан асăрханмалли йĕркесем пирки халăхпа калаçусем ирттереççĕ, йышлă ача пурăнакан çемьесенче пулса вĕсен пурнăç условийĕпе кăсăкланаççĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене пĕччен пăрахса хăвармалла мар пирки сăмах пуçараççĕ тата ытти те.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Григорий Каллин, строительство тата обществăлла инфраструктура уйрăмĕн специалист-эксперчĕ Кристина Михайловская, районти пушар надзорĕн отделени начальникĕ Андрей Тукмаков Шăхач ялĕнче пурăнакансемпе пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе тата экологи тĕрĕслевĕпе профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче специалистсем пỹртсенчи тата мунчасенчи кăмакасем, тĕтĕм çулĕсем юрăхлă пулнипе кăсăкланнă, хуçалăхсенче электричество проводисене вăхăтра улăштарса тăмалли пирки калаçнă, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнман ыйтăва çивĕчлетнĕ, инкексенче васкавлă пулăшу службине чĕнсе илмелли йĕркесемпе паллаштарнă.
Пĕрлехи рейд вăхăтĕнчех хăйсен хуçалăхĕнче тирпее пăхăнса пурăнман хуçасен ячĕпе предприсанисем çырнă.
Хамăр корр
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)