15 июня 2016 г.
ЧĂВАШ Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин "шанăç телефонĕн" номерĕ улшăннă. Халĕ Раççей Федерацийĕнче пурăнакан граждансем, ют çĕршывсенчен килнисем тата гражданлăх çук çынсем преступленисем çинчен, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекен сотрудниксем тунă киревсĕрлĕхсем çинчен çак номерпе пĕлтерме пултараççĕ, "шанăç телефонĕ": 8-800-100-84-02, тесе пĕлтереççĕ ЧР ШĔМĕнчен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)