12 апреля 2016 г.
Шăнкăрав саслă юрăçсен концертне тавра ялсем, районсем çеç мар, вĕсен тулашĕнче те курса савăннă. Хальхинче артистсем Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Ельмелте пулчĕç. 2 сехет ытла ирçе, вырăс, чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. Кĕске шỹтсемпе сценкăсем хыççăн та куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Культурăллă кану кама килĕшмест?
Коллектив 1975 çултанпа сцена çинче. Иртнĕ çул халăх ансамблĕн ятне тепĕр хут çирĕплетрĕç. Ăна Н. Стефейкин йĕркеленĕччĕ. Юрлама вара учительсем, культура, ял хуçалăх ĕçченĕсем, врачсем, пенсионерсем тата ыттисем те çỹреççĕ. Концерта А. Таганова ертсе пычĕ. А. Кудряшова, Г. Таганова, Г. Мылова уйрăмшар юрăсенче палăрчĕç. Çавăншăнах вĕсем ял тăрăх администрацийĕн грамотисене тивĕç пулчĕç.
Ахальтен суйласа илмен Çĕпрел тăрăхне Шăхачсем. В. Лянкин мăшăрĕ _ Елена Николаевна _ ку енчен. Куракансемпе вăйăсем выляттарса призсемпе хавхалантарчĕç ыр кăмăллăх ĕçне тахçантанпах кỹлĕннĕскерсем.
Туслă çыхăну малалла тăсăласса шанчĕç куракансемпе юрăçсем.
Г. КАРСАКОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)