Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçсăр доцент

18 ноября 2015 г.

 Шăхач ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Сергеевич Атитановпа паллашасси манăн Аслă Чемен ачин Николай Анатольевич Алешов ячĕпе çулсеренех ирттерекен йĕлтĕрпе чуп- малли ăмăртура пулса иртрĕ. Эпир унпа паллашнă вăхăтра вăл 74 çултаччĕ. Ку таранччен эпир пĕр-пĕрне палламан. Вăл та ман пекех 18 çултах ялтан инçетри çĕрсене тухса кайнă. Акă мĕнлерех каласа кăтартрĕ вăл мана хăйĕн пурнăçĕ пирки.

Николай Сергеевич шкулта 10 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн комсомол путевкипе 1958 çулта Алтай крайне лекнĕ. Çакă вăл çĕнĕ çĕрсем уçнă çулсенче пулнă. Чăваш Республикинчен пĕр эшелон тухса кайнă вĕсем. Çĕнĕ Алтай крайĕнче пĕр разъездран пуçласа тепĕр разъезда çити чугун çул тунă çĕрте вăй хунă. Унтанах ăна çар службине Балтийский флота илсе кайнă. Николай Сергеевич 4 çул хушши "Степенный" ятлă корабль çинче матрос пулса хĕсметре пулнă. Çар службине тивĕçлĕ пурнăçланă хыççăн Мурманск хулине лекнĕ. Унта Порецки районĕнчи Чеснаковка ялĕнче çуралса ỹснĕ чăваш хĕрĕпе паллашса çемье çавăрнă. Вĕсем 4 хĕрпе 1 ывăл çуратса ỹстернĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕрсен вăл хăйĕн тăван ялне - Шăхача _ каялла таврăннă. Халĕ вăл ĕне те, сурăх та усрать. Ватлăха пăхмасăрах çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе чупать. Выльăх апачĕ хатĕрлет, пахча-çимĕç туса илет. Общество ĕçне те хастар хутшăнать.

А. ФРОЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика