24 октября 2015 г.
ÇАК ятпа ĕçлерĕ Шăхачри культура çуртĕнче черетлĕ выставка. Ăна С. Убаськина библиотекарь йĕркелерĕ. Алă ĕçĕсем вара пĕринчен тепри илĕртỹллĕ. Вĕсене йĕппе тĕрлĕ тĕслĕ çиппе илемлетсе çыхнă, вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ. Ỹкерчĕксем чĕррĕн курăнаççĕ. Мĕн чухлĕ ăсталăх тĕрĕсенче. И. Фадееван салфеткисем, Т. Кудряшовапа А. Стефейкинан вĕтĕ шăрçапа тата хĕресле тĕрленĕ ĕçĕсем, В. Никитинан чỹлмекри чечекĕсем чуна илĕртеççĕ. Пурне те кăмăлтан пурнăçланă-çке. Ыйха манса, вăрăм каçа кĕскетсе тунăскерсем вĕсем. Алă ĕçĕсем çурта та илем кỹреççех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)