Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ тухăçа пухса кĕртме хатĕр

01 августа 2015 г.

Шăхачри "Мир" хуçалăхра утă хатĕрлес ĕç малалла пырать. Выльăхĕ кунта йышлах мар пулсан та çулленех апатне çителĕклĕ янтăлама тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул "Агрокомплект" фирмăран туяннă типĕ курăка преслакан агрегат çăмăллăх чылай кỹнине палăртрĕ А. Иванов ертỹçĕ.

Кăçал нумай çул ỹсекен курăкăн иккĕмĕш хучĕ те лайăх çитĕннĕ. Пресс пуррипе лаптăкăн пысăк пайне кĕске вăхăтра пуçтарса кĕртнĕ, çывăх кунсенчех ыттисене те фермăна турттарса хураççĕ. Хирте ĕçлекенсене те утă парса хавхалантарнă. Халь хуçалăхра пикенсех вырмана хатĕрленеççĕ. 300 гектарта çитĕннĕ çурхи культурăсене пухса кĕртме икĕ комбайн хутшăнать. Вĕсемпе В. Лампасовпа О. Петров тăрăшаççĕ. Механизаторсем техникăна юсаса лартнă: паян тесен паян хире тухма хатĕр. П. Махоркин, Ф. Моисеев трактористсем тырра йĕтем çине турттарĕç. Çĕнĕ тухăçа алласа тасатакансем те паллă. Сортировка машинине А. Узюкин пăхса тăрать.

_ Ака вăхăтĕнче те, кайран та техника юсавсăррипе ĕçлемесĕр ларни пĕр кун та пулман. Механизаторсем пĕр-пĕр юсав пайĕ чăхăмлама пуçăнсанах систереççĕ. Ăна вара çи- йĕнчех туянма тăрăшнă е вырăнтах ăсталанă. Хуçалăхри трактористсене ман Кулибинпах танлаштарас килет. Алли-ури вĕсен чăннипех те ылтăн. Хăш-пĕр запчаçсене заводринчен та лайăхрах, пахарах хатĕрлеççĕ, _ тет Альберт Николаевич Иванов. Иртнĕ çул хуçалăх кĕрхи культурăсене акса хăварайманччĕ. Кăçал вара никĕсе хывма палăртнă. Ăна валли вăрлăх çителĕклĕ янтăланă.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика