15 июля 2015 г.
Йăлана кĕнĕ район кунĕнче кашни çулах Патăрьелсем хĕрлĕ хăю касса савăнăçа пĕрле пайлаççĕ. Кăçал çак телей Шăхачсене пỹрчĕ. Аслă çул хĕрринчен аякрах мар юмахри евĕр кĕске тапхăрта ỹссе ларнă фельдшерпа акушер пункчĕ çак ялсемшĕн пысăк парне пулни каламасăрах паллă. Районти улттăмĕш ФАПра шурă халатлисем хăйсен пациенчĕсене çак кунтанах йышăнма пуçларĕç. М. Игнатьев Шăхач ял тăрăхĕнче çĕнĕ медицина учрежденине уçнă ятпа пурне те ăшшăн саламланă май республикăра та кăçал модульлĕ 100 ФАП уçмалли программа ăнăçлă пурнăçланса пĕтнине палăртрĕ. Паллă мероприятие уçнă çĕре республикăри сывлăх тата социаллă аталану министрĕ А. Самойлова, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, район пуçлăхĕ М. Петров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа П. Никифоров, район больницин тĕп врачĕ Г. Петрова та хутшăнчĕç. Ял халăхĕн савăнăçне, хĕпĕртенĕвне кашни çынрах сăнама пулчĕ. Уява (çаплах калас килет) коляскăра ларакан инвалидсем те, туя çине таянса утакан карчăк-шăрчăк та, вăйпиттипе çамрăксем те чылайăн хапăл тунă. Вăрçă ветеранĕ Феоктист Васильев хăйĕн сăмахĕнче Шăхачра пурăнакан кашни çыннăн савăнăçне пайларĕ, правительство халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе тĕрĕс çул-йĕрпе пынине палăртрĕ, çĕнĕ медицина учрежденийĕшĕн тав турĕ. А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)