27 июня 2015 г.
И. ВАСИЛЬЕВ, Шăхач ял тăрăх пуçлăхĕ: _ Кăçалхипе "Умарина" фольклор ушкăнĕ Республика кунне тăваттăмĕш хут хутшăнчĕ. Кашнинчех уявран пысăк хавхаланупа таврăнатпăр. Хальхинче те лапама пуçтарăннă аякри хăнасем пирĕн артистсен пултарулĕхĕнчен тĕлĕнчĕç. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла. Пирĕн ансамбле çỹрекенсем çулĕпе çамрăк мар, 16 çынран чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем. Чунĕпе, хавхаланăвĕпе вара тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ. Пурте матур, пултаруллă. Вĕсемпе инçе çула тухса çỹреме те кăмăллă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)