Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔЧĔК ЯЛĂН ПЫСĂК ĔМĔЧĔ

21 февраля 2015 г.

Хальхи вăхăтра районти ял тăрăхĕсенче иртнĕ çула пĕтĕмлетекен пухусем пыраççĕ. Яваплă çынсем граждансен умĕнче отчетсем тăваççĕ.

Çакнашкал пуху иртнĕ эрнере Шăхачра пулчĕ. Малтанах унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И. Васильев сăмах илчĕ. Иван Федорович 2014 çулхи ĕç-хĕле уçăмлăн пĕтĕмлетрĕ.

Шăхач ял тăрăхĕнче паянхи кун 346 хуçалăхра 824 çын пурăнать. "Мир" коллективлă ял хуçалăх предприятийĕ тата икĕ фермер хуçалăхĕ ĕçлеççĕ. Килсенче 492 шултра мăйракаллă выльăх, вăл шутран 255 ĕне тытаççĕ. Хушма хуçалăхри сĕте иккĕн пуçтараççĕ. Тỹлевĕ те паянхи куншăн япăх мар.

Ял тăрăх администрацийĕ район шайĕнчи мероприятисене, спартакиадăсене çулленех хутшăнать. Наци кросĕпе "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă спорт тупăшăвĕсенчен те айккинче юлмаççĕ. Ирçесен "Умарина" ансамблĕ район, республика тулашĕнче пурăнакансене те концертсемпе савăнтарать.

Килти хуçалăх çинче тăракан çĕр пайĕсене ытларахăшĕ "Малалла" эртеле килĕшỹпе панă. Унта çитĕнтернĕ тыр-пул пайне илнĕ.

Район полицинйĕн участоксенчи уполномоченнăйсемпе ĕçлекен пай начальникĕ З. Камалетдинов ăнăçсăр çемьесем, ỹсĕрле преступлени тăвакансем пирки чарăнса тăчĕ. Сăмакун сутакансене паракан административлă штрафсемпе паллаштарчĕ. Обществăлла вырăнта йĕркене пăсма, ача-пăча площадкисенче пирус туртма юраманнине каларĕ. Ку тĕлĕшпе паян саккунĕ те кăра. Çитĕнекен ăрăва наркотик хутăшĕсемпе явăçасран асăрхамаллине аса илтерчĕ.

Полицин участокри инспекторĕ Ф. Бикчурин, пушара хирĕç кĕрешекен службăн представителĕ А. Силюков кĕтмен инкек-синкекрен сыхланмаллине каларĕç. Пирус туртнипе, кăмакасем юсавсăррипе, электропроводасем кивелнипе пулакан пушарсем çынсен пурнăçне татнине палăртрĕç. Районти техника инвентаризаци бюровĕн ертỹçин çумĕ А. Румянцев çуртсене регистраци туса свидетельство илмен хуçалăхсем пуррине каларĕ. Çак ĕçе çывăх вăхăтра туса ирттермеллине пĕлтерчĕ, пурнăçра сиксе тухнă пăтăрмахсемпе паллаштарчĕ. Ялти пуçламăш шкул-сад ертỹçи Н. Адидановапа ветеринари ĕçченĕ Т. Семенова та хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчетсем туса пачĕç.

Пухура район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ял тăрăхĕнчи бюджет учрежденийĕсене муниципаллă заданисене пурнăçласа тăкаксене саплаштарма каякан укçа-тенкĕ çинче чарăнса тăчĕ. Акă, пуçламăш шкул-сада тытса тăма çеç 5 миллион та 300 пин куçарнă.

Районти 56 ялти 40 пине яхăн çынран пĕртте япăх пурăнмаççĕ Шăхачсем. Çакна хăйсем те пĕтĕмлетỹ тума пултарчĕç. Ял клубĕнче юсав ĕçне пуçăнмаллине палăртрĕç вĕсем. Кунта каллех Патăрьелсен, Кивĕ Ахпỹртсен, Шăнкăртамсен, Сăкăтсен, Хирти Пикшиксен тĕслĕхĕпе усă курмалла. Вĕсем республикăра пуçарнă тĕрлĕ конкурса хутшăнса программăсене явăçрĕç. Çавăнпа кану çурчĕсене çĕнĕ сăнсем кĕртрĕç.

Ялта фельдшер пункчĕ тăвасси те интереслентерчĕ халăха. Ыйту çине тулли хурав пачĕ Н. Глухов: вырăнне палăртнă, ку ыйтупа малалла ĕçлемелли çеç юлать. Сителти, Пăлапуç Пашьелĕнчи евĕрлĕ çурт хута ярасси вăрăма тăсăлмĕ. Ял халăхĕн пурнăçĕ улшăнать. Хулари услови ялсене те çитнĕ.

Ял, район администраци ертỹçисем те тивĕçлĕ хăтлăха вырăна çитерес тесе сахал мар ĕçлеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Ял тăрăхĕнчи хăш-пĕр цифрăсемпе фактсем:

Çул-йĕр хуçалăхне тытса тăма республика бюджетĕнчен те (180 пин тенкĕ ытла) каять.

261 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма 13 миллион тенкĕлĕх ытла кредит илнĕ.

Ял тăрăхĕнчи çулсене юсама 333 пин тенкĕ укçа тăкакланă.

Районти социаллă хỹтлĕх пайне коммуналлă тивĕçтерỹшĕн татăлма 16 çемье ыйту тăратнă.

Ача амăшĕн капиталĕн сертификатне пĕлтĕр 3 çемье илнĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен çурчĕсене юсама пулăшнă.

Паян ял тăрăхĕнче 9 ватă пĕччен пурăнать. Вĕсенчен 4шне социаллă ĕçчен пăхать.

267 çын пенси илет. Уйăхсерен вĕсене 2 миллион та 636 пин тенкĕ укçа саланать. Вăтам пенси _ 9622 тенкĕ.

Çулталăкра икĕ çемье çеç чăмăртаннă

. Шкул сада 13 вĕренекен тата шкул çулне çитмен 10 ача çỹрет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика