31 января 2015 г.
Шăхачри пуçламăш шкул-ача сачĕ.
Шкул директорĕ Н. Адидатова Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва коллективра пуçласа вĕçне çитичченех паллаштарнă. Ун хыççăн педагогсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Ача сачĕн ĕçченĕсене уйрăмах хăйсен ĕçĕпе çыхăннă ыйту патшалăх шайĕнче уçăмлăн татăлса пыни савăнтарнă. Виçĕ çул каялла çеç-ха ача сачĕсенчи вырăнсемпе çыхăннă проблемăна (çаплах калас килет) татса пама май çук пек туйăнатчĕ. Паян вара çак ыйту татăлнă, ăна кун йĕркинчен кăларнă темелле. 2014 çулта 15 çĕнĕ ача сачĕ хута янă, виçĕ пине яхăн ачапа ашшĕ-амăшĕ тахçантанпах кĕтнĕ парнене тивĕçнĕ. Çырăва сỹтсе явма хутшăннисен чылайăшĕн мăнукĕсем çĕнĕ садика çỹреме пикенни _ телей! Çак савăнăçа та пĕрлех пайларĕç хăш-пĕр вĕрентекенсем.
Çĕньял ял тăрăхĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвне маларахри çулсенчи пекех вĕренỹ, культура учрежденийĕсенче ушкăнпа сỹтсе явнă.Ял тăрăх пуçлăхĕ Ю. СамаринÇырупа тĕплĕн паллаштарнă хыççăн, пухăва хутшăннисем чылайăшĕ хăйсен шухăшне уççăн пĕлтернĕ. Çакна та каласа хăвармалла: чăн малтанах ялта выльăх-чĕрлĕх усраса, пахча-çимĕç çитĕнтерсе пурнăçа сыпăнтаракан ял çыннине Республика Пуçлăхĕ сĕт туса илекенсем, ăна тирпейлекенсем пирки татăклă сăмах калани кăмăллă пулнине палăртнă. Вăл хăйĕн Çырăвĕнче Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартни выльăх-чĕрлĕх усракан ял çыннишĕн ырă варкăш, малашне килти хушма хуçалăхĕнче ытларах выльăх тытма май паракан пысăк сăлтав. Çак шухăша тухса калаçакансем те чылайăшĕ палăртса хăварнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)