Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăхачра пуррине пĕрле пайлаççĕ, çуккине çурмалла тăваççĕ

10 декабря 2014 г.

Ку чухне вырăнти халăх ытлă-çитлĕ те хăтлă пурăнасси хăйсен хыснине укçа-тенкĕ мĕнле пуçтарăннинчен килет. Урăхла каласан, федераципе республика бюджетĕнчен уйăракан кĕмĕл çумне хушăнса пая кĕме мехел çитсен, кирек мĕнле программăна та явăçма пулать. Ун чухне ялта капмар шкул та çĕкленет, фельдшерпа акушер пункчĕсем, ача сачĕсем, ытти социаллă объектсем те çĕнелеççĕ, çатма пек асфальт çулĕ те хурăнать тата ытти те.

Ку тĕлĕшпе çичçĕр çынран кăшт ытларах Шăхач ял тăрăхĕн мухтанмалли темех çук. Патшалăх политикине пăхăнса вĕсем тỹшеккине кура урине тăсма вĕреннисенчен пĕрисем. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне тĕрлĕрен сăлтавпа вырăнти бюджета пуçтарăнакан кашни пусĕ уйрăм шутра. Апла пулин те чăвашсемпе ирçесем, вырăссемпе мăкшăсем пĕр чĕлхе тупса пурнăçа сыпăнтарса пыни, культурипе йăли-йĕркине упраса ламран-лама куçарни, мал ĕмĕтпе ялшăн кар тăни, ăна пĕтме паманни _ пысăк çитĕнỹ. Эпĕ пынă чухне те ял хастарĕсем поселени пуçлăхĕпе пĕрле сĕтел хушшинче чавсаланнăччĕ. Çывхарса килекен Литература çулне хатĕрленсе пысăк стенд тăвасшăн-мĕн. Унта вара шăпах ял пурнăçне, халăх культурине сăнлакан ỹкерчĕксене кĕртесшĕн. "Ун пек сăн ỹкерчĕксем пирĕн пахучĕпех. Яла тирпей-илем кĕртнинчен пуçласа юрă-ташă ăстисем инçе çул çỹревсенче пулни таранах. Чылай кадр авторĕ хам...",_ кăмăл-туйăмне пытараймарĕ хисеплĕ ял хастарĕ Е. Селиверстов.

Çĕршер çул каяллах çак тăрăха килсе вырнаçнă ял халăхĕ ĕлĕкех нимене хапăл тунă. Çак пархатарлă туйăма паян кунчченех упрани вара пурнăçра та пулăшать. Шăхач ялĕ ыттисемпе танлаштарсан пысăках мар пулин те, ял тăрăх пуçлăхĕ И. Васильев калашле, кунта вак урамсем шучĕпе Шăнкăртамринчен кăшт çеç каярах-тăр. Хут çинче вĕсем çирĕме яхăнах! Вĕсем хушшинче уйрăмах кĕркуннепе-çуркунне вăрăм кунчаллă атăпа çеç утма май пуррисем те çителĕклех-ха. Вĕсене тирпейлеме, çул сарма алă мар, черет çитмест тесен тĕрĕсрех пулĕ. Çапах та кашни çулах ку тĕлĕшпе хăйсен савăнăçне пайлакансем тупăнсах тăраççĕ. Нумай пулмасть çеç-ха Сигачинская тата Островская урамсене пĕр-пĕр сăлтавпа кĕрсе тухма чĕр нуша пулнă. Я. Селивестров депутат пуçарулăхĕпе кунта малтанхи утăма тунă, çула тикĕсленĕ, йывăç япаласен комбинатĕнче юхăнса выртакан кирпĕчсене самаях ĕçе кĕртнĕ. Ял халăхĕ укçа пуçтарнипех Кооперативная, Советская, Ярославская урамсенчи çăрăлчăка та нимеллех пĕтернĕ. Ку ĕçре Н. Аврелькинпа А. Разин техникăпа чылай пулăшнă. Кĕçĕн Чемен ял варринчи кĕпере, масар картисене те ял халăхĕн вăйĕпех çĕнетнĕ.

Шăхач ял тăрăхĕнче паян кĕрлесе тăракан производство объекчĕсем çук, колхоза та ĕлĕкхи евĕр 50 _ 60 çын утмасть.... Урăхла каласан, икĕ алла пĕр ĕç тупнисене шутласа та кăларма пулать. Çапах та халăх пурнăç "çăл куçне" ăçтан илет, епле саплашăнса пурăнать-ха? Вăрман тăрăхĕнчи çынсем Туçасем е Çĕнĕ Ахпỹртсем пек сухан-севок çитĕнтерсе те услам тумаççĕ. Вĕсем ытларах выльăх-чĕрлĕх самăртаççĕ. Ял пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх, ялта 5 _ 6 ĕне усракансем те пур. Сăмахран, В. Макаровсен картишĕнче çеç тĕрлĕ йышши шултра выльăх вăтăр пуç ытла та пур. М. Узюкина, В. Сулагаева та хушма хуçалăхри "чĕлхесĕр янаварсене" ỹстерсех пыраççĕ. Çав вăхăтрах хурçă "утпа" тупăш тăвакансем те сахал мар. Акă, Кĕçĕн Чементи 48 хуçалăхлă ялта çеç вун виçĕ пысăк трактор! Унсăр пуçне çăмăл автомашинăсем мĕн чухлĕ тата! Ял çынни, пурăнмалли меслечĕсене хăйех тăвать. Укçи-тенки пур чухне хуçалăхне çĕнетет, çемйине тăрантарать, çук чухне _ перекетлет.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика