Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тур çырнинчен иртме çук

03 декабря 2014 г.

 Çеçке пек илĕртỹллĕ те çунатлă çамрăклăх чуна тыткăнланă чухне Шăхачра пурăнакан З. Игнатьевашăн çак вăхăт ĕмĕр тăсăлассăн туйăннă: куçĕ çăханăнни пек çивĕч, алă-ури лăш курми ĕçленĕ, чиперкке юрлама-ташлама та, чĕп куç çутипе тĕрĕ-çĕвĕ тума та, уй-хирте ĕçлеме те ерĕçнĕ. Мĕнле телейлĕ вăхăт темелле! Анчах та Турă çырни çакă çеç пулманнине Зоя Ильинична вăхăт иртнĕçемĕн çине-çинех аса илет. 65 çула капашакан ача амăшĕ тĕрлĕрен амак серепине çакланни те тахçанах ĕнтĕ. Пĕрремĕш ушкăн инвалидне астма чирĕ нушалантарни çеç çитмест, вун икĕ çул ĕнтĕ вăл шăмă чирĕпе кĕрешет. Кĕрешет тесех калас килет, мĕншĕн тесен паян та çак хастар хĕрарăм алли-ури кукăрăлса ларса сурнине пăхмасăрах тĕрĕ те тĕрлет, чăлха-носки те çыхать. Урăхла каласан, пурнăç илемĕпе киленнĕренех вăл хăйĕн шăпипе çырлахса çеç лармасть.

Зоя Ильничнăпа кил картинче тĕл пултăмăр. Чăххи-чĕппине тулă сапса пама тухнă иккен кинемей. Нумай утмасăрах сывлăш çулĕ пỹлĕнсе ларнă-мĕн Зоя аппан. Апăрша алкум кĕтессинче туя çине таяннă та хускалма хăранăн тĕревленсе тăрать. Ывăнни иртсе кайнă хыççăн кашни утаса шутласа тенĕ пек пỹрте кĕтĕмĕр. Кермен пек пысăк çуртра куçа тирĕнекен пĕрремĕш ỹкерчĕк _ стена çинчи шăналăк евĕр пысăк тĕрĕсем. Мĕнле кăна сăнар, пейзаж çук-ши вĕсем хушшинче! Ултă кавирсĕр пуçне пĕчĕкрех тĕррисем мĕн чухлĕ тата! Арчара тĕркемпех выртакан "уникумсем" татах пур иккен, вĕсене кăларса çеç çакман. Вăт чăтăмлăх, пултарулăх! Сывлăхне пăхмасăр хăйĕн валли чун йăпанăçне тупма пултарнă хĕрарăма тав сăмахĕ каласа мухтани те çителĕксĕр. Пурнăç паттăрĕн ĕçне пурин те пĕлмелле, курмалла, хакламалла туйăнать. Чылай чухне эпир сывă та тĕреклисемех вăхăта çил вĕçтерсе е пуш сăмах çаптарса, телевизор умĕнчех ирттеретпĕр. Зоя Ильинична умĕнче хамăн та пит хĕрелнĕн туйăнчĕ.

_ Ку туртăм манăн аннеренех куçнă-тăр. Питĕ тĕрĕ-çĕвĕ тума юрататчĕ. Çывăракан пỹлĕмри çак çеçкесене эпир шăпах унпа пĕрле тĕрлерĕмĕр,_ сăпайлăн çеç калаçăва хутшăнчĕ вăл. Игнатьевсем çемйипех ĕçлĕхлĕ. Çемье пуçлăхĕпе ывăлĕ çĕр аннемĕрпе тухăçлăн усă курма тăрăшаççĕ. Вĕлле хурчĕ те усраççĕ. Сăмах май каласан, кăçал "ылтăн хуртсем" вĕсене нихçанхинчен те ытларах савăнтарнă. Техĕмлĕ çăка пылĕ паян та сутлăх нумай.

Пỹлĕхĕмĕртен сывлăхпа телейсĕр пуçне никам та усал чир ыйтманни паллă ĕнтĕ. Ыттине эпир пурне те шăпапа çыхăнтаратпăр. Зоя Ильинична та çине-çинех çак шухăша çирĕплетрĕ. Çамрăкрах чухне унăн вунă çул амăшĕн сĕм суккăр йăмăкне пăхма тивнĕ, халĕ вара... Хăйĕн пултарулăхĕпе тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне, сăпайлăхĕпе ăшпиллĕхне кура çак хĕрарăма хăйĕн чир-чĕрне парăнтарса пыма Турă пулăштăрах. Кунтан ытла мĕнех калăн çын пулăшăвĕсĕр пурăнайманскерсем пирки.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика