Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлемесĕр ĕç пулмасть

03 декабря 2014 г.

Хирсем пушаннă. Юр çуманран вĕсем ытла та тăлăххăн курăнаççĕ, çуллахи кунсемшĕн, тыр-пул кашласа ларнă самантсемшĕн тунсăхланăн туйăнаççĕ. Çĕр ĕçченĕ вара тухăçа пухса кĕртнишĕн, уйра вырăнман лаптăксем юлманнишĕн халь хĕпĕртет, çăкăра лăпкă чĕрепе çиет.

_ Ку çул пирĕншĕн, маларахрисемпе танлаштарсан, аван пулчĕ. Тыр-пул тухăçĕ те аптăрамасть. Малта пыракан хуçалăхсеннех çитмест, анчах начар та теместĕп. Çуркунне минераллă удобренисемпе усă курнин, гербицид сапнин, вăрлăха çĕнетнин витĕмĕ пысăк çав. Пирĕн тăрăхра шăпах Троица кунхине çумăр çурĕ, çакă та пĕрчĕллĕ культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксене вăй илме пулăшрĕ, _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Шăхачри "Мир" ял хуçалăх предприятине ертсе пыракан А. Иванов. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксемпе аван ĕçлеççĕ. Юлашки çулсенче вĕсен вăрлăхне туса илсе сутассине те йĕркеленĕ. Кăçал та люцернăнне, викăнне хатĕрленĕ. Çанталăк типĕ тăнăран вĕсене тỹрремĕнех комбайнпа çапса тĕшĕленĕ. Тасатса тирпейлесе хунă. Продукцие туянас кăмăллисем хамăр районтан та, Самарăран та, Мордовирен те шăнкăравласа кăсăкланнă. Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пусă çаврăнăшне тытса пырас тĕллевпе нумай çул ỹсекен курăксемпе ытларах ĕçлеме тăрăшни сисĕнет, çавна май курăк вăрри ыйтаççĕ те ĕнтĕ.

Ĕçсем вĕçленнĕ май хуçалăхра техникăна та хĕле хатĕрлесе лартнă. Тракторсемпе прицепсене, сеялкăсемпе культиваторсене _ пурне те, хуралтăна кĕртнĕ. Сăмах май, кăçал кунта утă-улăм преслакан агрегат туяннă. Ытти çулсенче нумай çул ỹсекен курăксене пухасси йывăрпа пынă пулсан, кăçал ĕç чылай çăмăлланнине палăртрĕ А. Иванов.

_ Тракторсем çу каçипе пĕрре те пушă лармарĕç. Çĕмрĕлсен те механизаторсем тỹрех юсаса хире каятчĕç. Вырмара комбайн ванчĕ, ют çĕртен илсе килме тивет пуль тесе те шухăшларăм. Трактористсем хăйсен вăйĕпех 2-3 сехетре ăна хута ячĕç. Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунăшăн хуçалăхра тăрăшакансене пурне те тав сăмахĕ кăна калас килет, _ тет Альберт Николаевич кооператив пурнăçĕпе паллаштарнă май. Унтан ертỹçĕ ферма пирки сăмах пуçарчĕ.

Шăхачра кĕркунне, ятарлă комиссипе витесене хĕле валли мĕнле хатĕрленине тĕрĕслесе çỹренĕ чухне пулнăччĕ. Комисси членĕсем лару-тăру лайăхланнине тỹрех асăрхарĕç. Витесене тасатса тирпейленĕччĕ, урайĕнчи çĕрнĕ хăмасене çĕнетнĕччĕ. Кунта выльăх шучĕ нумай мар _ 13 ĕне, 6 пушмак тата пăрусемпе сыснасем. Çулталăк тăршшĕпе выльăх-чĕрлĕхрен укçа кĕнине шута илсе шултăра мăйракаллисен шутне тата та ỹстерме планланă. Йыш пысăкланнăçем тепĕр витене хута яма тĕллев лартнă. Ăна валли строительство материалĕсене те хатĕрлесе хунă. Апат тĕлĕ-шĕнчен те йывăрлăхсем çук. Хĕл каçарма утă-улăм çителĕклĕ янтăланă. Вĕсене пушă хуралтăна кĕртнĕ. Сенаж та çывăхрах.

"Мир" ял хуçалăх предприятийĕнче пурте пыл та çу тееймĕн. Тĕслĕхрен, паркра кивĕ техника ытларах. Апла пулин те вĕсене вăхăтра юсаса тăраççĕ, акана, вырмана вăхăтра вĕçлеме тăрăшаççĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах утаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика