01 ноября 2014 г.
Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта уйрăлакан çемьесен шучĕ пысăк иккен. Çакăн сăлтавĕпе кăсăкланса эпир Шăхач ялĕнче 62 çул алла-аллăн юнашар пурăнакан Васильевсен çемйине çитрĕмĕр.
Çемье çинчен калаçу пуçарсассăн, Анна Степановна:"Хальхи хĕрарăмсен турти кĕскерех, чăтăмлăхĕсем сахал. Пурăнан пурнăçра кирек хăш çемьере те тирĕк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть ĕнтĕ, анчах та эпир ăна аталанма паман. Пĕри вĕриленнĕ вăхăтра тепри чĕнмен, картишне тухса выльăхсемпе калаçса пусарăннă. Тепĕр самантранах пỹрте кĕрсе ним пулман пекех малалла лăпланса пурăннă. Пĕр-пĕрне вăхăтра каçарма пĕлмелле", _ терĕ. Çакă сыхласа хăварать те пуль ĕнтĕ çемье икĕ еннелле сапаланассинчен.
Феоктист Александровичпа Анна Степановнан харкашса пурăнма вăхăт та пулман пуль, ир-ирех ĕçе тухса утнă, каçпа выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Икĕ çурт лартнă вĕсем. Яланах ĕçленĕ, çемьешĕн тăрăшнă.
Иккĕшĕ те Шăхач ялĕнче çуралса ỹснĕ, пĕр шкултах вĕреннĕ, çапах та пĕр-пĕрне палламан. Пĕри ялăн пĕр вĕçĕнче, тепри тепĕр урам вĕçĕнче пурăннă. Пĕррехинче "Березка" ял уявĕнче çамрăк каччă уçă саслă хĕр юрланине илтет. Пĕвĕпе яштака хурăна ас илтерекен Нюра та йĕкĕт хăй çине куç илмесĕр пăхнине сисет, вăтаннипе хĕрелсе каять. Каччă хĕре ташша чĕнме аран хăю çитерет. Çакăнтан пуçланать те икĕ чĕре пĕр-пĕриншĕн тунсăхласси. 1953 çулхи майăн 21-мĕшĕнче пĕр-лешсе çемье çавăраççĕ. Унтанпа чылай шыв-шур юхса иртет.
Юрату çимĕçĕсем вĕсен _ икĕ хĕрĕ те пĕр ывăлĕ. Асли _ Коля, Турханкасси вăрман хуçалăхĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Ялтах тĕпленсе пурăнать. Наташа хĕрĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, сутуçă профессине вĕреннĕскер, унта ĕçлет. Светлана вара Чĕмпĕр хулинче медсестрара вăй хурать. 7 мăнук та 2 кĕçĕн мăнук Васильевсен.
Феоктист Александрович вăрçă тата ĕç ветеранĕ. 31 çул Турханкасси вăрман хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçленĕ. Çак хушăра кам кăна пулман-ши вăл _ мастер, лесничий çумĕ, бухгалтер. Халĕ те алă усса лармасть ветеран. Хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхне пăхать, кишĕр-чĕкĕнтĕр, сухан, фасоль туса илет. Пахчи хыçĕнче кашласа ларакан йывăçсене те вăлах лартса ỹстернĕ. Кашни çуркуннех унта тĕрлĕ йывăç-тĕм лартать. Ĕçчен çынна ял савать тенĕ. Çавна пулах ял халăхĕ ăна темиçе хутчен те Шăхач ял тăрăх депутатне суйланă. Халĕ Турханпа Шăхач хушшинче ỹсекен хунавсем те Феоктист Александрович тăрăшнипе кашласа ла-раççĕ. Пурнăçĕнче нуша-терте аванах курнă пулсан та ветеран хăйне аван туять-ха, сăн-пичĕпе те ăна 88 çулта тесе калаймăн.
Пысăк çемьере çуралса ỹснĕ Феоктист Александрович. 4 ывăлпа 4 хĕр пулнă вĕсен. Унăн кукашшĕ паллă ỹнерçĕпе Алексей Кокельпе пĕр тăван _ Иван Афанасьевич пулнă.
1940 çулта Шăхачри 7 класс пĕтернĕ хыççăн Феоктист Александрович "Сталинград" колхозра учетчик-счетоводра вăй хунă. Çапла пĕррехинче июнь уйăхĕнче ял çамрăкĕсемпе пĕрле Арапуç ярмăрккине кайнă пулнă. Шăп çавăнтан килнĕ чухне вăрçă пуçланнине илтет. Çак кунтан ялти арçынсене вăрçа илсе кайма тытăннă. 1942-мĕш çулхи апрель уйăхĕнче Феоктистăн ашшĕ те арăмĕпе сакăр ачине хăварса вăрçа тухса каять. Асли 16 çулта, кĕçĕнни кăкăр ачи пулнă. Вăл вăхăтра çак çемьене пурăнма мĕнле йывăр пулнине каламасăрах паллă ĕнтĕ. 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче ашшĕ вăрçăра пуçне хуни çинчен хут килет.
1943 çулта вун çиччĕри Феоктиста та салтака илсе каяççĕ. Пулеметчиксен взводĕнче службăра тăнăскере, 1945 çулта десантсен çарне куçарнă. Австро-Венгри çĕрĕсенче çапăçма тỹр килнĕ çамрăк салтака. Сылтăм аллине амантса госпитальте выртнă чухне вăрçă чарăнать. 1947 çулта декабрь уйăхĕнче яла таврăнать. Первомайски районĕнчи (халĕ Патăрьел) налук инспекторĕнче 7 çул ĕçлет. Çамрăк çын малалла вĕренме шутлать. 1962-68 çулсенче заочно майпа лесной техникумра вĕренет. Турханкасси лесничествине ĕçе вырнаçать. Вăл вăхăтра ĕç планĕсем пысăк пулнă: мĕн чухлĕ утă, çỹçе хуппи, лаша çуни, урапа, пĕкĕ, турта, шăпăр-милĕк, мунча-пỹрт пурисем, катка-пичке, кĕреçе аври хатĕрленĕ. Çапах та плана яланах пурнăçлама тăрăшнă. Феоктист Александрович çил-тăманра та, шăрăхра та, çумăрта та çĕрĕн-кунĕн вăрманта пулнă. Çав хушăрах обществăлла ĕçсене хутшăнма та, килте те ĕçлеме майне тупнă. Унăн ĕçне пуçлăхсем хакласа Хисеп хучĕсемпе чысланă. Çакна вĕсен шучĕ пысăк пулни çирĕплетет.
Мăшăрĕ Анна Степановна та 33 çул Турхан больницин ача çуратмалли уйрăмĕнче санитаркăра ĕçленĕ. Миçе çухрăм утнă-ши вăл çуран? Хальхи яка çул мар, тумхахлă та пылчăклă пулнă вăл. Ирхине ирех тăрса вут хутса ачисем валли апат хатĕрленĕ, выльăх-чĕрлĕхне пăхнă хыççăн 8 сехете Турхана ĕçе çитнĕ. Унта та каçченех ура çинче пулнă. Ларса тăма пĕлменскер врачсене хĕрарăмсем ача çуратнă чухне пулăшнă, тасатнă, çунă. Çавăнпах пуль халь урисем ыратнипе аптрать Анна Степановна. "Халь пурнăç лайăх, ăшă пỹрт, шыв кĕрет-тухать, пенси укçине те киле килсех параççĕ. Савăнса кăна пурăнмалла, анчах та урасем хытă ыратнă чухне пурăнас та килмест. Юрать-ха ачасем юнашарах, килсе пулăшсах тăраççĕ. Турă пире Феоктистпа пĕрле пурăнма пилленĕ, мĕншĕн вăрçăнса пурăнмалла. Килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест", _ тет. Пурнăç шăпи вĕсен юратăвне те тĕрĕслесех тăнă. 1972 çулта шăрăх çанталăка пула Упамса ялĕнчи вăрмансем çуннă. Çемье пуçĕ пĕр уйăха яхăн киле таврăнмасăр пушар сỹнтернĕ çĕрте пулнă. Ялти пĕр çын çак пушарта такам çунса вилнĕ пирки Анна Степановнăна пĕлтерет. Вăл вăхăтра телефонсем те йĕркеллĕ ĕçлемен. Хăйĕн мăшăрĕ мар-ши тесе хыпаланса ỹкнĕ Нюра аппа пĕр чарăнми чупса Турханти вăрман хуçалăхне çитет. Мăшăрĕн сассине телефонпа илтсен çеç лăшт кайса ларать. "Сана курас килет, тунсăхларăм, хуть пĕр куна та пулин килсе кай ĕнтĕ", _ тесе йăлăнать. Юратнă мăшăрĕ вара çав каçах киле çитет.
Пĕрне пĕри пулăшса, упраса, пĕр-пĕриншĕн савăнса пурăнаççĕ Нюра аппапа Фектист тете. Çавăнпа çул иртнине туймаççĕ вĕсем. Пурнăç кустăрмийĕ пĕр чарăнмиех кустăрчĕ вĕсен.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)