22 октября 2014 г.
РАÇÇЕЙРИ чылай регионти çынсен юпан 26-мĕшĕнче çĕрле 2-ре сехет йĕппине 1 сехет каярах куçармалла. Текех вара вăхăта унчченхи пек малалла та каялла улăштармĕç.
Экспертсен шухăшĕпе, çак кун çынсем 1 сехет ытлашши çывăрнисĕр пуçне вăй-хал та пухĕç. Хĕллехи вăхăт çынсене психологи тĕлĕшĕнчен лайăхрах витĕм те кỹрет-мĕн. Пытарма кирлĕ мар, ку чухне чылай çын стреспа аптăрать. Çавăнпа та çулталăкне икĕ хутчен сехет йĕппине куçарни кирлĕ мар тесех çирĕплетеççĕ. Çапла туни экономика тĕлĕшĕнчен те лайăх-мĕн: электроэнерги сахал расхутланать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)