13 сентября 2014 г.
СЕНТЯБРĔН 13-27-мĕшĕсенче районта халăх пурнăçне, унăн аталанăвне хисеп тĕлĕшĕнчен тĕпчекен ăслăлăх ĕçченĕсем тишкерỹ ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - халăхăн анлă сийĕсен пурнăç пахалăхне хакласси. Унта ятарлă статистика ĕçченĕсене явăçтарĕç, вĕсен çумĕнче çакна çирĕплетекен документ-удостоверени пулĕ.
Енчен те эсир респондентсен шутне лексен, сирĕнпе кăсăкланаççĕ пулсан, хăраса ỹкме кирлĕ мар. Ыйту пуххисем çине ним хăрамасăр тулли хурав пама тăрăшмалла, мĕншĕн тесен ку тишкерỹ пĕтĕмпех конфидициаллă майпа иртет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)