12 июля 2014 г.
Çĕр çинче Турă пилленĕ вăхăтлăх пурнăçа кирек темĕнле те ирттерме пулать: тĕлли-паллисĕр е айванла та, е пурнăç саккунĕсене пăхăнса, асра юлмалла та. Çемье, юратупа шанăç кунĕ умĕн районти виçĕ кăтартуллă çемьери ашшĕпе амăшĕн кăкăрĕ çине çакса янă "Юратупа шанăç" медалĕ хăйĕн çыннисене тивĕçлипех тупнă тесе калас килет. Пĕринчен тепри матур та, пултаруллă та, кăтартуллă та. Малалла сăмахăма Шăхачри Васильевсем, Кивĕ Катекри Кузнецовсем, Кзыл Чишмари Вильдановсем пирки тăсасшăн.
_ Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар. Çемьере килĕшỹпе юрату пулмасан, пурнăçĕ те кал-кал пымĕ. Ку тĕлĕшпе эпир хамăра телейлĕ тесе шутлатпăр, _ мăшăр кăвакарчăн пек шăкăл-шăкăл калаçаççĕ Феоктист Александровичпа Анна Степановна.
Шăхач тăрăхĕнче Васильевсен тирпейлĕ те ĕçчен çемйине пĕлмен çын та çук пулĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрин чĕре таппине итлеме пикенни 65 çул çитнĕ! Çак сахал мар вăхăтра вĕсен пурнăçĕнче хурипе шурри те черетленнĕ, ыррипе усалли те ылмашăннă, анчах та çирĕп çемье яланах йывăрлăхсене пĕрле парăнтарнă. Вĕсен шанчăклă юратăвĕн çимĕçĕ _ ытарайми виçĕ ачи. Аслă ывăлĕ Николай тивĕçлĕ канăва та тухнă ĕнтĕ. Вăл хăйсемпе юнашарах пурăнать. Наталияпа Светлана хĕрĕсем вара хуласенче тĕпленнĕ.
Ĕç ветеранĕсем иккĕшĕ те ĕçпе пиçĕхнĕскерсем. Çемье пуçлăхĕ _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕç стажне районти финанс пайĕнче малалла тăснă. Каярахпа 30 çул шут ĕçĕнче тăрăшнă, ун хыççăн Турханкасси вăрман хуçалăхĕнче те вăй хунă. Мăшăрĕ, Анна Степановна вара мĕн ватăличченех Турханти больницăра санитаркăра ĕçленĕ. Ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ килĕшỹллĕ мăшăра паян ватти те, вĕтти те хисеплет.
Çак сăмахсенех Кивĕ Катекри Кузнецовсем пирки те калама пулать. Любовь Яковлевнапа Петр Васильевич çемье çавăрни хĕрĕх çула яхăн. Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен те акăшсем евĕр парăнса пурăнакан мăшăр пирки ку таранччен ăшă та ырă сăмахсем çеç калама пулать. Виçĕ ача ашшĕпе амăшĕ чыс-хисеппе тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те паянхи кун та ĕç вырăнĕсенче кăтартуллă. Çемье пуçлăхĕ район администрацийĕн строительство пайĕн тĕп специалистĕнче тăрăшать, кил хуçи хĕрарăмĕ вара "Союз" тулли мар яваплă обществăна ертсе пырать. Ĕç ветеранĕсем коллектившăн ырă тĕслĕх.
Кзыл Чишмари Элфик Шавалиевичпа Зелфира Камартдиновна Вильдановсем иккĕшĕ те пĕр ялта çуралса ỹснĕ. Ырă Турă пỹрнипе вĕсем 1977 çулхи августра туй кĕрлеттернĕ. Унтанпа тăваттăмĕш теçетке çул та тулать ĕнтĕ. Историшĕн вăл пысăк тапхăр та темелле мар пек, анчах çемье пурнăçĕнче вăл пĕлтерĕшлĕ вăхăт. Элфик абый хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, Зелфире Камартдиновна вара сывлăх сыхлавĕнче тăрăшса пенсие кайнă, чылай çул участокри больницăра тĕп медсестрара ĕçленĕ. Вильдановсем те виçĕ ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă, вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех хисеплĕ те сумлă.
Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакнашкал чыс-хисепе тивĕçнĕ çемьесем çултан-çулах йышланса пыраççĕ. Паянхи куна вун сакăр çемьене çакнашкал награда панă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)