18 июня 2014 г.
Шĕшкĕпе юман
Вăрман пуян пулнине
Халăхра пурте пĕлеççĕ.
Çырли, кăмпи, мăйăрĕ,
Йĕкелĕ те сывлăшĕ
Хăйсен ытамне чĕнеççĕ.
Кĕркунне.
Вăрман тумланнă
Хăйĕн капăр çи-пуçне.
Ылтăнне те, пăхăрне те,
Кĕмĕл тенкĕ тĕслине те
Çакса янă хăй çине.
Шăплăха сирсе таçтан
Тухрĕ шухă çил ачи.
Çухрашу, шăй-шай, шăв-шав
Илсе килчĕ чăтлăхран.
Ахрăм евĕр сас килет.
_ Çук, эс мар, эп чи кирли.
_ Эсĕ мар, эп чи тутли.
Сан çимĕçỹ йỹçĕ.
Кам тутанса пăхĕ? _
Йĕкелсем ман шултăра.
Çынсем килсе пуçтарса
Самăртаççĕ выльăха.
_ Выльăх çини шутра мар,
Манпа çынсем сăйланаççĕ.
Халăхра сăмах çỹрет:
"Пĕчĕкçĕ хуранăн пăтти питĕ тутлă,
Пысăк хуранăн вара пăтти ялан йỹçĕ".
Хулăн сас, унтан çинçе
Илтĕнет вăрман çинче.
Килĕшмеç пĕр-пĕринпе
Шĕшкĕпе юман пичче.
Çакна илтрĕ те чакак
(Ун хыпар салатмаллах)
Вĕçрĕ те ял еннелле
Чакăлтатрĕ йĕркипех:
_ Чак-чакак! Чак-чакак!
Вăрманта, ак, пăтăрмах!
Шĕшкĕпе юман ирех
Тавлашаççĕ пикенсех!
Мучи илтрĕ хыпара,
Çитрĕ хăвăрт вăрмана.
Сывлăх сунчĕ юмана,
Саламларĕ шĕшкĕне.
_ Вăрман пирĕншĕн пуянлăх.
Пуянлăхĕ вăл _ эсир.
Йĕкелĕ те, мăйăрĕ те
_ Пурте кирлĕ халăхра.
Эппин, туслă пурăнар.
В. МЫЛОВА, Шăхач ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)