28 мая 2014 г.
Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов юлашки шăнкăрав уявĕн савăнăçне тата хумханăвне Шăхачри пуçламăш шкул _ ача садĕнче тата Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсемпе пайларĕ. Меропрятие ял тăрăх депутачĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен директорĕсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.
Аслă Чементи пĕлỹ çуртĕнче 150 ача ăс пухать, 10-шĕ _ 11-мĕш, 25-шĕ 9-мĕш класс пĕтереççĕ. Пĕлтĕрхи 17 выпускникран 9-шĕ аслă шкула вĕренме кĕнĕ.
_ Тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ хыççăн сиртен чылайăшĕ тăван тăрăха каялла таврăнасса шанса тăратăп, _ терĕ Николай Иванович патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене лайăх тытма ăнăçу сунса.
Шкулта ачасене çирĕп пĕлỹ пама тăрăшаççĕ. Вĕренекенсем Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнаççĕ, çĕнтереççĕ. 2008 çултанпа 18ăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ паракан стипендие тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)