12 апреля 2014 г.
Пĕрисемшĕн хăйсем пурнăç парнеленĕ ачисем ытлашши. Теприсем вара ют варта çитĕннисене хỹтте илеççĕ. Кĕçĕн Чемен ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Нагаткăра пурăнакан Е. Лялькинан (хĕр чухнехи хушамачĕ Иванова) чĕре ăшшийĕ такам валли те çитет пуль. Çак пысăк чунлă, ырă кăмăллă хĕрарăм тăлăх, синкер шăпаллă пепкесене хăйĕн çунатти айне илнĕ. Акă, пукане пек илемлĕ пĕр пĕчĕк чиперкке çут тĕнчене килсенех çывăх çыннишĕн кирлĕ мар пулса тăнă. Ăна амăшĕ пĕр хĕрхенмесĕр хирте пăрахса хăварнă. Юрать-ха, пỹлĕхçĕ шелленĕ, ыр çынсене ун тĕлне янă. Ыттисене те кĕленче сăпкара сиктермен, йĕрсен те ĕмкĕч хыптарман. Кашни ачана хăйĕнни пек пăхма, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă хĕрарăм. Пурнăç сукмакĕн тумхахĕсене парăнтарма, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама вĕрентнĕ. Тăван амăшĕ вырăнне хурсах йышăннăран пурте тенĕ пекех ăна "анне" тесе чĕнеççĕ. Çитĕнсе ура çине тăнисем те килсех çỹреççĕ, уявсенче пĕр сĕтел тавра пуçтарăнаççĕ.
Паллах, йышлă çемьене кĕтес те пысăк кирлĕ. Елена Николаевна 2003 çулта Нагаткăри культура çурчĕн 3 пỹлĕмне юсаса çĕнетнĕ, çитĕнекен ăру вара çакăнта пурăнма тытăннă. Е. Лялькина пурĕ 300 ытла ачана хăйĕн ăшшине парнеленĕ. Хальхи вăхăтра та 7 пепке усравра. Сăмах май каласан, çак кăмăллă хĕрарăм _ йышлă ачаллă çемьерен. Унăн амăшĕ, Факля аппа, Патăрьелĕнчи Юхма урамĕнче кун кунлать. Тарават кăмăллă çын çуратса ỹстернĕшĕн шăпах ăна тав сăмахĕ каламалла.
Пурнан пурнăçра лайăххипе пĕрлех начарри те юнашарах çỹрет. Тăлăхсемшĕн амăшĕ вырăнне пулнă хĕрарăм аварине лексе йывăр сусăрланать. Пĕр вăхăт вăл вырăн çинчен тăраймасăр выртать. Тепри пулсан пуçне усатчĕ те куççуль тăкатчĕ. Анчах Елена Николаевна ун йышши çынсен шутĕнче мар. Вăл пĕтĕм вăйне пухса ура çине çĕкленет.
_ Мана ачасем вăй параççĕ, малалла талпăнма хавхалантараççĕ, _ тет час-часах йывăрлăхсем пирки сăмах хускатсан Е. Лялькина.
Елена Николаевна юрра-ташша питĕ ăста. Ачасене те кĕвĕ-çемĕпе туслаштарма тăрăшать. Çитĕнекен ăру "Хĕвел" ансамбле хаваспах çỹрет. Лялькинсем хăйсем те пушă вăхăтне Валентина Тарават писатель ертсе пыракан "Шуçăм" ансамбльте ирттереççĕ.
Нумай пулмасть Е. Лялькина çуралнă тăрăха "Шуçăм" тата "Хĕвел" ансамбльсемпе килнĕ. Вĕсене Шăхачсем ăшшăн, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Кайран вара ялти культура çурчĕ кĕрлесе çеç тăнă. Хăнасем пĕр юрă хыççăн теприне шăрантарнă, ташăсем ташланă. Кашни номере тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Елена Николаевна яла пушă алăпа та килмен: культура çуртне музыка центрĕ парнеленĕ. Валентина Тарават вара библиотекăна хăйĕн кĕнекисене панă.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)