19 марта 2014 г.
Шăхачра çуралса ỹснĕ, шăпа пỹрнипе çакăнтах ватăлса шурнă Анастасия Тимофеевна Коробкован ял масарĕнче канлĕх тупнă ỹчĕ çĕрсе тăпрана та çаврăнчĕ-тĕр. 27 çул хушшинче курăк пуснă вил тăприйĕ те, хĕресĕ те самай пусарăннă. Турă ăна вăрăм кун-çул пилленĕ: кинемей 102 çул тултарса ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Çапах та юлашки сывлăшĕпе чунĕ тухичченех Наçтук аппа Тăван çĕр-шыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă Леонид ывăлĕ пирки пăшăрханнă. Ĕмĕр тăршшĕпех кĕтнĕ вăл ăна: ĕнер те, паян та, ыран та... Уйăхĕпе, çулталăкĕпе... Унăн чун тĕпренчĕкĕ хура шăпа серепинче çирĕм тăватă çултах аякри çĕр-шывра хура çĕрпе хупланнине шутлама та пултарайман ултă ача амăшĕ.
Унтанпа çитмĕл çул иртсен, кăçалхи нарăс уйăхĕнче тинех Коробковсен калиткине почтальонка чĕмсĕррĕн çеç килсе шакканă, тĕп кил-çурт никĕсне упракан Леонида (мăнукне ун ятне хунă) çыру тыттарнă. Шырав-тĕпчев енĕпе ĕçлекен хастарсем район администрацийĕ ячĕпе шăрçаланă ăна. Электронлă хыпарта Шăхач чăвашĕн синкерлĕ шăпи пирки каланă. 1920 çулта кун çути курнă Коробков Леонид Данилович рядовой салтак нимĕç фашисчĕсен тамăкне çакланса куçне хупнă иккен. "Лагерь номерĕ _ 221; 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Брестра тыткăна лекнĕ, 1944 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче VI К (326) лагерь шталагра вилнĕ, Хемер II (V) "Дуло" текен масарта пытарнă" тенĕ кĕскен хыпарта. Унтах канлĕх тупнă çĕр участокĕн, вил тăприйĕн номерне те кăтартнă.
Çак хыпара илтсенех Коробковсен çывăх тăванĕсемпе, Леонид Даниловича пĕлнĕ, палланă çыннисемпе курнăçас тĕллевпе вăл кун çути курнă киле çитрĕм. Хăйсен хурлăхне пĕрле пайлама, чун ыратăвне пусарма тăвансем карах пуçтарăнчĕç: Тури Тăрмăшра çемье çавăрнă Лидия, Шăхачрах тĕп-леннĕ Галинăпа Леонид, Карабай Шăмăршăри Геннадий мăнукĕсемпе вĕсен мăшăрĕсем, Коробковсене çывăх пĕлекен хисеплĕ ял хастарĕ З. Гугушкина тата ыттисем те. Пурте вĕсем ирçе йăх-несĕлĕнчен йăл илнĕскерсем.
_ Пĕр çулхине Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн шкулта салтак арăмĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Наçтук аппа ун чухне куççуль витĕр тухса калаçни паянхи кун та куç умĕнче. Пĕр ывăлĕ 20 çулта, тепри 21те хыпарсăр çухалнă текен çырусем ун чĕрине ĕмĕр тăршшĕпех шĕкĕ евĕр кăшлани каламасăрах паллă. Арча тĕпĕнчех усратчĕ. Шел, хăрушă пушарта ывăлĕсен çырăвĕсем кĕлленчĕç, _ калаçăва сыпăнтарса ярас тесе пуçларĕ Зинаида Михайловна. Учительница-пенсионерка Леня вăрçа салтака каиччен ялта учительте ĕçленине те каларĕ. Пултарулăхĕ пысăк пулнă курăнать çамрăкăн. Вырăсла лайăх калаçнă, ун чухнех çынсене çичĕ хĕлĕхлĕ гитарăпа юрласа тĕлĕн-тернĕ. 1939 çулта каччăн çар хĕсметне кайма ят тухнă. Салтакранах малтан Фин вăрçине хутшăннă, кайран вара киле килсе тăмасăрах ирсĕр Гитлер сарăмсăр пуçарнă хирĕçтăрăва кĕрсе кайнă...
Кинемей чул пек йывăр чун асапĕпе нушаланнине Геннадий Яковлев мăнукĕ те лайăх ас тăвать. Хуйхă çине суйхă йăтăнса аннине пăхмасăрах асламăшĕ питĕ çирĕп те правур пулнине каласа пачĕ. Хĕл кунĕнче те кинемей мунчаран яланах çара уран юр çийĕн утса тухнă-мĕн. Каярахпа вара сыпă чирĕ аптратнă курăнать, урисене тăтăшах краççынпа сăтăрнă. Вăл каланă тăрăх, салтака каиччен Леньăн та, унăн пиччĕшĕн Николайăн та калаçса тăракан чун савнийĕсем пулнă-мĕн. Хĕрупраçсем вĕсене пысăк шанăçпа уй хапхинчен ăсатса янă, анчах иккĕшне те кĕтсе илеймен. Леонид пиччĕшĕ пирки çемьене усал хыпар çитсенех Николай хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Шел, тăшмана тăванĕшĕн тавăрса та ĕлкĕреймен, аслă лейтенант та 1942 çулхи ноябрьте Смоленск патĕнчи хĕрỹ çапăçура куçне хупнă. Ăна вара Велижск районĕнчи Макуны текен ялта пытарнă-мĕн.
Пĕр варта ỹтленнĕ тăвансем паян иккĕшĕ икĕ масарта, çывăх çыннисенчен самай аякри çĕрте-шывра выртаççĕ. Вилнĕ çын ăна аса илме пăрахсан çеç çук шутланать теççĕ. Коробковсем хăйсен тăванĕсене вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен пулин те, вĕсен ят-сумне упрас, чыс-хисепне ламран-лама куçарас тĕллевпе тăрăшни кăмăллă.
Пĕр тăвансен чи кĕçĕн шăллĕ Алексей (халĕ вăл та чăн çĕрте ĕнтĕ) пиччĕшĕсемшĕн пуç тайма амăшĕн вил тăприйĕ çумнех вăрçă ахрăмне аса илтерекен чул юпа вырнаçтарнă. Унта пиччĕшĕсен ят-шывне, мĕнле сăлтавпа вилнине çырса хунă. Паян мăнукĕсем виçĕ çул ытла нимĕç фашисчĕсен каялла тухмалла мар тимĕр йĕплĕ карта ăшĕнче нуша курнă пиччĕшĕн вилнĕ ỹтне илсе килсе амăшĕпе юнашар тирпейлесе пытарма та хирĕç мар. Анчах кун пирки вĕсене çак ыйтупа ĕçлекенсем шанăç паман: "Эсир тăванăра тăван çĕр-шыва илсе кайса пытарма пултараймастăр, мĕншĕн тесен паянхи куна çынсене мĕнле пытарнă йĕркин планĕ упранмасть. Вĕсене ытларах вунă çынна пĕр шăтăка чикнĕ. Çак масара 20 пине яхăн вырăс салтакне чавса чикнĕ. Пĕччен вил тăприсем шутпа çеç. Вĕсем вара ытларах вăрçă хыççăн лазаретсенче вилнисем е хулари урăх масарсенчен куçарнисем",_ тенĕ çырура.
Кирек мĕнле вăрçă та тăшман серепине çакланнă çынсемсĕр иртмен. Гитлеровецсен аллинчен пин-пин совет салтакĕ, офицерсемпе генералсем çут тĕнчерен уйрăлнă. Кашнийĕн шăпи ăрасна: пĕрисем тĕрмесенче выçăхса, шăнса, теприсем чире кайса, вăйсăрланса çĕре кĕнĕ. Тăшман пульлин мăшкăлĕ пулнисем те, хĕнесе, асаплантарса вĕлернисем те пиншер çеç мар, миллионшар. Пирĕн ентешĕн, Шăхачра çуралса ỹснĕ Леонид Коробковăн шăпи те вĕсеннипе йĕкĕрешех пулнă темелле. Паян эпир тăванĕсемпе пĕрле салтакăмăр ют çĕрте канлĕх туптăр тесе кĕл тума, чунсене çăмăллатас тĕллевпе чиркỹре уншăн çурта лартса Турă çăкăрне кастарма çеç пултаратпăр. Унăн ятне асра тытни вара _ чи пахи.
Сăмах май каласан, çак лагерьтех пирĕн районти Апрушнай ялĕнчен (Ясная Поляна) кайнă тепĕр салтакăн шăпи те синкерлĕ çаврăнса тухнă иккен. 1918 çулта çуралнă Михаил Александрович Савельев та Хемер лагерĕнче вилни паллă. А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)