07 марта 2014 г.
Шăхачри "Мир" ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пыма икĕ çул каялла А. Иванова шанчĕç. Сакăр алă витĕр тухнă хыççăн аванах хавшанă предприятине ура çине тăратма çăмăлах мар. Анчах, маларахри çулсемпе танлаштарсан ырă улшăнусем сисĕнеççĕ. Чи малтанах фермăри выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерме пуçăннă. Хальхи вăхăтра ĕне-выльăх 23 пуç, унтан сăваканни _ 9. Çавăн пекех сыснасем те пур. Кĕтĕве çĕнетесси пирки сăмах пуçарма йывăр: укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех. Витене тĕпренех юсанă. Йыша пысăклатма шутланă май, кăçал вăй çитерсе теприне те çĕнетме палăртнă.
Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсене çăмăлах килмерĕ. Йывăртарах шăпаллисене вара аванах çапса хуçрĕ. _ Пĕлтĕр тĕш тырă вăрлăхне имçамласах акрăмăр. Çум курăкран гербицид сапма та вăй çитертĕмĕр. Анчах шăрăх çанталăка тата çумăр çуманнине пула пысăкрах пайĕ типсе кайрĕ, _ терĕ Альберт Николаевич хăйĕн отчетĕнче. Шăхачсем çулталăка тăкакпа вĕçленĕ.
Пĕлтĕр çурхисене 405 гектар никĕсе хывнă, 200 ытларах çеç пуçтарса кĕртнĕ. Тыррăн хăй хаклăхĕ 7,8 тенке ларнă. Выльăх-чĕрлĕх те тупăш паман. Сĕт кăна хуçалăх кассине кăштах укçа кĕртнĕ. Çавăн пекех патшалăх тыр-пула страхланăшăн тата ытти хăш-пĕр сăлтавсемпе 400 пин тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Кооперативра вăй хуракансен шалăвĕ вăтамран 5 пин тенкĕпе танлашать.
Пурнăçра яланах лайăххине шанмалла. "Мир" кооперативра тăрăшакансем те çак тĕллевпех пурăнаççĕ. Çуркунне çитнĕ май акана хатĕрленме пикеннĕ: тракторсемпе сỹресене юсанă, механизаторсем 3 сеялкăна хăйсен вăйĕпе пуçтарнă. Юсав пайĕсенчен чăрмав çук. Çунтармалли-сĕрмелли материал енчен вара хĕсĕкрех. Вăрлăх çителĕксĕрри те пăшăрхантарать. Йывăрлăхран тухма тата яваплă тапхăра вăхăтра ирттерсе яма хуçалăх банкран 300 пин тенкĕ кредит илесшĕн.
_ Пирĕн тăрăхра вика лайăх çитĕнет. Пĕлтĕр унăн тухăçĕ аван пулчĕ. Вăрлăхĕ пур, 20 гектара валли те çитет. Тен, ăна хамăрах акса хăварăпăр? _ терĕ Ю. Тетин бригадир. Унăн сăмахĕ пурне те шухăша ячĕ.
Ю. Сулагаева ферма заведующийĕ кăçал апат тата ытларах хатĕрлесси, сыснасен ăратне çĕнетме урăх хуçалăхран аçа илесси, витене дезинфекцилесси пирки сăмах пуçарчĕ. Пухура кăçалхи плана та çирĕплетсе хăварчĕç. Унпа килĕшỹллĕн ĕне-выльăх йышне _ 34, сыснасене 134 пуçа çитермелле. Кĕрхи культурăсене 115 гектар акса хăварнă, çурхисене 300 гектарта никĕсе хывмалла. Ака ирттерме 83 тонна вăрлăх кирлĕ, паяна 43 кăна. Минераллă удобренисем туянма укçа сахалтараххипе хире тислĕк кăларма шутлаççĕ. Тупăш 912 пин тенкĕ кĕртме палăртнă.
Отчетпа суйлав пухăвĕ пулнă май хуçалăх ертỹçине те суйларĕç. "Мир" ял хуçалăх производство кооперативĕн "тилхепине" тытса пыма А. Ивановах шанчĕç.
Пухăва районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов хутшăнчĕ.
_ Ĕçлеме çăмăл мар сире, апла пулин те пуçăра усмастăр. Ферма пĕтсен хуçалăх та пĕтет. Эсир çакна тĕпе хутăр, выльăх-чĕрлĕхе упраса хăварма май тупрăр. Йыша та ỹстерме палăртатăр. Йывăр пулсан та малалла талпăнатăр. Мана çакă савăнтарать, _ терĕ Петр Ильич.
Хуçалăхăн хальлĕхе мухтанмалли кăтартусем çук. Малашне кунта та лару-тăру улшăнасса шанас килет. Пурте пĕрле вăй хурсан çитĕнỹсем пулаççех.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)