15 февраля 2014 г.
ÇАК кунсенче Республика Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн Шăхачра пурăнакан ирçесен "Умарина" фольклор ансамбль ертỹçине З. Гугушкинана культура ĕçĕнчи çитĕнĕ-вĕсемшĕн, çак облаçа нумай çул хушши тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕ, ялти ятлă-сумлă хĕрарăм, тăватă ачан юратнă амăшĕ Зинаида Михайловна халăха шăпчăк сассипе илентерме пуçлани аллă çул çитнĕ. Çур ĕмĕр хушшинче унăн сцена çинчи пултарулăхне, ансамбль хастарлăхне районта çеç мар, республикăра та, ытти регионсенче те курса пысăк хак панă.
Саккăрмĕш теçеткене капашакан хĕрарăм паян та уçă саслă-ха.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)