01 января 2014 г.
Çĕнĕ çула Ача садĕнче кашни ушкăн хăйне евĕр интереслĕ, ыттисенчен уйрăмрах елка теттисем ăсталама тăрăшрĕ. Хамăр алăпа тунисене илемлетес тĕллевпе шкул çулне çывхарса пыракансемпе Хĕл Мучи мастерскойне уçма шутларăмăр. Хаваслансах ĕçе пуçăнчĕç ачасем: касрĕç, сăрларĕç, çыпăçтарчĕç, ỹкерчĕç. Воспитатель вĕсене пулăшса, хавхалантарса çеç тăчĕ. Тăрăшни ахаль пулмарĕ _ хатĕр ĕçсем питĕ интереслĕ тухрĕç. Калама çук хытă савăнчĕç вĕсемпе ачасем. Пĕрле ĕçлени çитĕнекен ăрăва ушкăна явăçтарать, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентет, шухăшлавне анлăлатать, фантазине аталантарать.
Е. Мрелькина, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)