Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пулсан укçа та пулĕ

28 сентября 2013 г.

 Шăхачра пурăна кан Сулагаевсем хĕвел тăрса питне çăвичченех ĕçе тытăнаççĕ. Вĕсем çулла та, хĕлле те канăçлăх мĕнне пĕлмеççĕ. Ара, йышлă выльăх усраканăн икĕ алла усса ларма вăхăт çук. Малтанласа çурт-йĕр çавăрас, каярах ачи-пăчине ура çине тăратас тенĕ, халь çитĕннĕ ывăлĕсене кĕтес-лĕ пулма пулăшас тĕллевпе ĕнесем, вăкăрсем тытаççĕ.

_ Ялта выльăх-чĕр-лĕхсĕр пурăнма май çук. Хам та вĕсен сывлăхне сиплеме вĕреннĕ. Пахчана пушă тăратсан, ĕнесем усрамасан ăçтан укçа тупмалла? _ тет В. Сулагаева. Вера Петровна Тверь облаçĕнчи зооветеринари техникумĕнче ăс пухнă. Диплом илнĕ хыççăн тăван ялнех таврăннă. Малтанласа ветеринарта, каярах ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕ те, Юрий Федорович, хуçалăхрах тимленĕ. Паян кил хуçи Мускава ĕçлеме çỹрет. Çур уйăх çĕр-шывăн тĕп хулинче вăй хурать, тепĕр çуррине тăван килĕнче тимлет. Инçетрен таврăнсан та вăл пушă тăмасть. Çуллахи кун пушшех те ларса канма вăхăт çук. Картиш тулли выльăха хĕл каçарма сахал мар апат кирлĕ. Сывлăм типиччен Сулагаевсем курăк çулаççĕ, кайран çемйипе пуçтарса кĕртеççĕ. Утă хатĕрлес тĕллевпех Т-25 трактор тата çулмалли хатĕр, прицеп туяннă.

_Халь пăянамăн пахчи те пушă. Унта чĕкĕнтĕр лартрăмăр. Çĕре пушă вырттарни намăс вĕт-ха! Тата укçалла пурне те илес пулсан чылай расхутланма тивет, _ тет Вера Петровна çамрăк пăрусене апатлантарнă май.

Ĕçлĕхлĕ çемье паян сăвакан икĕ ĕне (маларах тăваттă пулнă), декабрьте пăруламалли 3 пушмак тата 9 пăру усрать. Вĕсемсĕр пуçне ăратлă сурăхсем тата вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Пыл тăвакансене Вера Петровна хăйех кĕçĕн ывăлĕпе пăхать.

_ Ултă çул каялла пĕр вĕлле туяннăччĕ, унтанпа йыш пысăкланчĕ. Малтанласа йывăрлăхсем те пулчĕç, анчах куç хăрать те алă тăвать вĕт. Халь эпĕ вĕлле хурчĕсемпе кăмăлласа ĕçлетĕп. Кăçал Вадим салтака кайнăран çеç кăштах йывăртарах лекрĕ, _ тет В. Сулагаева хăйсен пурнăçĕпе паллаштарнă май.

Çемье пуçĕпе мăшăрĕ тăватă ывăл çуратса ỹстернĕ. Аслисем _ Алешăпа Сережа _ йĕкĕрешсем. Вĕсем çемье çавăрнă ĕнтĕ. Вăталăххи те, Владик, хĕсметре. Ачисене пурне те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă, тивĕçлĕ воспитани панă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика