Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлỹ никĕсĕ çирĕп

21 сентября 2013 г.

Районти ялсенчи хăш-пĕр шкулсенче пĕрремĕш класа пĕлỹ илме килнĕ ачасен йышĕ ĕлĕкхи пек пысăк мар. Икшер-виçшер хĕр ачапа арçын ачана йышăнакан учительсем те пур. Шăхачри пуçламăш шкул-ача садĕнче те çавнашкал ỹкерчĕк. Партта хушшине 4-ăн кăна ларнă. 29 çул педагогика анине сухалакан Валентина Федоровна Мылова çакнашкал йыша курманччĕ-ха. Кунта кашни ачапа уйрăмшарăн ĕçлеме тивет.

_ Ачасем вĕренĕве çă-мăллăн кĕрсе пыраççĕ. Маларах садикри хатĕрленỹ ушкăнне çỹрени те пулăшать вĕсене. Алла ручка-карандаш тытма, вуннă таран малалла-каялла шутлама пĕлеççĕ, _ тет В. Мылова. _ Пĕлỹ кунне епле хаваслă ирттертĕмĕр-ха! Юрлама-ташлама, сăвăсем калама ăсталăхĕсем пур.

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ евĕр, маларахри выпускпа паллаштарма тăрăшрĕ учительница. Шкул, район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсемпе конкурссене хастар хутшăнаççĕ иккен вĕсем. А. Тимайкин, С. Макаров математикăпа, К. Убаськина вырăс чĕлхипе юлташĕсем хушшинче палăрнă. Раççей шайĕнчи дистанциллĕ тупăшура П. Таганова, Е. Сергеев виççĕмĕш вырăна тухнă. Çакнашкал çитĕнỹсем пĕлỹ никĕсĕ çирĕп хурăннине палăртаççĕ те ĕнтĕ. Чăн та, ача сахал, пуçламăш классем çеç тесе тăмаççĕ шкулта. Предметсен эрнисене, тест ыйтăвĕсене хуравлаттарассине, олимпиадăсене ирттерсех тăраççĕ.

Тарăн пĕлỹ парассипе пĕрлех ачасен тавра курăмĕ анлă, сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе те тăрăшать В. Мылова. Вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн пĕрремĕшсен урокĕсем халлĕхе 35-шер минут тăсăлаççĕ. Унта та 4-5 хутчен зарядка тутарать вĕсене. Пĕр тĕрлĕ хускану япăхтарать, çавăнпа çĕннипе улăштарать. Хул-çурăм хытса каясран "вăратаканнине", куç ывăнасран сыхланассине, пỹрнесене выляттараканнине шутласа тупать. Сăмаххисене ушкăнпа калаттарса ас туса юласлăха тĕрĕс-лет. Вĕренỹ çулĕн пĕр-ремĕш уйăхĕ çеç пырать пулин те А. Стефейкина вулама пĕлет. С. Дунаева час тавçăрса илессипе палăрать. Д. Акимов васкамасăр тирпейлĕ çырать. Д. Николаева тимлĕн итлесе ларса ас туса юлать.

_ Шкулта час "çитĕнеççĕ" ачасем. Класран класа куçнине сиссе те юлма çук. Сас паллирен сас палли вĕренсех çын пулатпăр. "Букварĕн" малтанхи страницисенче пыратпăр пулин те ăна ăсатмалли мероприятине хатĕрленме пуçăнасшăн. Урок хыççăн ачасемпе ĕçлемелли ятарлă занятисен ĕç планĕсем те пур манăн, _ тет Валентина Федоровна.

Кружоксен, секцисен ĕçне йĕркелесе пыма кашнийĕшĕнпе ятарлă хулăн тетрадьсем уçнă. Унта кăмăл-сипет енĕпе воспитани парассине те, сăнав-тĕпчев ĕçне явăçтарассине те, тавра курăма аталантарассине те кĕртнĕ. Шкулпа ача сачĕ пĕр çуртра вырнаçнăран кĕçĕннисем патне юмахсем лартса пама каçасшăн. "Пурне те пĕлес килет", "Ăста алăсем" кружоксем ĕçе пуçăннă. Класра кашни ача валли компьютер пур. Унпа аслă класа куçнă çĕре хăй тĕллĕн ирĕккĕнех ĕçлеме хăнăхма майсем çителĕклех.

_ Учитель профессине килĕштернĕренех çак çул çине тăтăм. Паралеллĕ икĕ класра 27-шер ача вĕренеттĕмĕр. Халĕ йышĕ сахал, харăсах икшер класпа ĕçлемелле. Манăн виççĕмĕшсем çук. Ачасем пулмарĕç. Е. Узюкина акă иккĕмĕшсене, тăваттă-мĕшсене вĕрентет, _ паллаштарать хăйсен ĕçĕпе малалла Валентина Федоровна.

_ Шăхач ялĕ пĕчĕк мар пулин те пурнăç пăрнăçĕсемпе килĕшмех тивет çав. Ачине йышлă çуратакан та çукрах халĕ. Мыловсен хăйсен те хĕрпе ывăл çеç çитĕннĕ. Çар училищинчен вĕренсе тухнă Александр Çĕнĕ Шупашкарта, аслă пĕлỹллĕ Марина Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Кун çул уттинчен юлмастех педагог. Коллективра ăна профком председателĕ пулма суйланă. Шкул спартакиадипе килĕшỹл-лĕн пыракан ăмăртусене хутшăнаççĕ вĕсем. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче В. Мылова Вĕрентỹ процесне педагогикăн эффективлă технологийĕсене кĕрт-мелли чи лайăх мел, районти конкурса та хутшăнчĕ. Суйлавран суйлава та ĕçĕ пур. Участокри суйлав комиссине кашнинчех кĕртеççĕ ăна. Çавна май ачасен, аслисен хушшинче те пулать вăл. Вĕренекенсен аш-шĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура. Вĕсем пухусене, пĕрлехи мероприятисене килсех çỹреççĕ. Кирлĕ пулсан юсав ĕçĕсенче те пулăшаççĕ. Акă, иртнĕ выпускри Н. Узюкин ачасене транспортпа тухмалли çул çỹревсене илсе кайма пĕрре те хирĕçлеместчĕ. Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулне те çитнĕ унпа. Ачасене аслă ăрупа çыхăнтарни каллех воспитани ĕçĕнчи тепĕр ырă ен вĕт-ха вăл. Вĕсем авалтан пыракан йăла-йĕркене çитĕнекен ăрăва пама та ỹркенмеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика