21 сентября 2013 г.
Шăхачри "Мир" хуçалăхра кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем 432 гектар йышăннă. Анчах çулла çанталăк шăрăх тăнипе унтан 302 гектар çеç сыхланса юлнă.
_ Акана пĕрчĕллĕ культурăсенчен тухăç ытларах илес ĕмĕтпе ирттертĕмĕр. Минераллă удобренисемпе усă курма вăй çитереймерĕмĕр пулсан та вăрлăхсене çĕнетнĕччĕ. "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчен сĕлĕ, тулă туянтăмăр. Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. Çумăр вăхăтра çуманран тăпра типсе кайрĕ, çавна май тырă тухăçĕ пĕр гектартан бункер виçипе 9,1 центнер çеç тухрĕ, _ тет хуçалăха юлашки çулсенче ертсе пыракан А. Иванов.
_ Хуçалăхра ĕçлекенсем тыр-пула алласа кĕртрĕç. Хальхи вăхăтра кăшт йĕпереххисене, юлашки-тĕрешкине тирпейлеççĕ. Вырма вĕçленнĕ пулсан та кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çитмен-ха. Хуçалăхра кĕрхисене 100 гектартан кая мар никĕсе хывасшăн. Ку енче ыраш ăнса пулнине шута илсе унăн вăрлăхне 60 гектара çитмелĕх илнĕ. 40 гектарта ĕçе вĕçленĕ, анчах куллен çăвакан çумăра пула тракторсем хире тухаймаççĕ. Техника кивви те чылай чухне ура хурать. Механизаторсем хăйсем çỹрекен хурçă "утсене" тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ, вăхăтра юсаççĕ.
_ Йывăрлăхсене çĕн-терсе пырас тесе халăхпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çуркунне ял çыннисенчен сĕт пуçтаратпăр, вĕсене уншăн утă, тырă паратпăр, _ тет Альберт Николаевич.
Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксем 281 гектар йышăнаççĕ. Кăçал 27 гектарне пăсса тепĕр хут акнă. Малашне çуллен çĕнетсе пырасшăн. Вăрлăха хуçалăхрах туса илеççĕ.
Выльăх усрамасан малалла талпăнасси пирки шухăшламалли те çуккине Шăхачсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Шучĕ, чăнах та, пысăк мар: ĕне-выльăх 25 пуç, унтан сăваканни _ 9. Раштав уйăхĕнче пушмак пăрусем пăруласан йыш тата та пысăкланĕ. Куллен пĕр ĕнерен 10 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ.
_ Сысна 70 пуçа яхăн пур. Витене хĕле валли юсанă. Кивелнĕ клеткăсене тепĕр хут турăмăр. Ферма тулса пырать, çавна май хуралтăна тата кăштах пысăклатма тĕллев лартрăмăр. Чир-чĕртен хỹтĕленсе карта тытнă. Вăй хуракансене кĕрсе канма ятарлă пỹрт пур. Хальлĕхе ăратлă выльăхсемех усраймастпăр, çавна май кăтартусем те мухтанмалăх çук. Тĕллевĕсем пур-ха, вĕсене пурнăçлама çеç майĕсене тупмалла. Çулпа çул пĕр пек килмессе, çитесси кăçалхинчен лайăхрах пуласса, тупăш курасса шанса тăратпăр, _ терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе А. Иванов.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)