18 сентября 2013 г.
Пурнăçа, тăван тавралăха, мăшăра, ачасене, тăван-пĕлĕше... тесе калас килет манăн Шăхачри Галина Григорьевна Таганова пирки. Чăннипех те çапла. Урама кĕрхи сăн çапнă. Анчах Николай Порфирьевич хуçалăхĕ умĕпе иртсе пынă чухне хăвна урăхрах туятăн. Пахча хỹминчен çỹлелле кармашнă шурă, сарă, хĕрлĕ георгинăсен çеçке çупкамĕсем тин çеç çурăлнă евĕр ырă шăршă сараççĕ. Çакăнпа киленсе тăнине асăрханă кил хуçи хĕрарăмĕ манăн шухăша тỹрех вуларĕ курăнать: "Чакрĕç-ха чечексем, шкула каякансене, вĕрентекенсене уяв ячĕпе парне кỹтĕм. Ĕнтĕ кунĕсем те кĕскелсе пыраççĕ çеçкесен", _ терĕ пахчари илеме кăмăлланине пытармасăр Галина Григорьевна.
Сайдингпа тытнă хỹмерен шалти "пуянлăх" курăнсах каймасть. Шалта вара илем тĕнчи. Çуркуннеренех çеçке çурнă петунисем тĕрлĕ тĕслĕ. Флокссем хĕле хатĕрленеççĕ. Гладиолуссем турат çумне çыхнăран çеç пуçĕсене усман. Картишĕнче те чечек тĕнчи. Хуралтă стени çумне ятарлă сентресем тунă. Илем кỹрекен савăтсăр кĕтес те çук.
Пурнăç савăк пыракан çынсен çакнашкал чечек ĕрчет тенине халăхра пĕрре çеç мар илтнĕ-ха. Сăмах çумне сăмах хушнăран Тагановсем те пĕр-пĕрне хисеплесе 41 çул пĕр сукмакпа утнине пĕлтĕм.
_ 19 çулта качча тухнă эпĕ. Атте çак шухăша хирĕçлемерĕ. Анне вара парасшăнах пулмарĕ. Шелленĕ курăнать. Мăшăрăн ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕччĕ. Унпа пĕр тăван 4 ачи çуртра. Аслăраххи вун пĕрмĕш класа çỹрет, кĕçĕнни вара 5 çулта. Наташăн, Володьăн, Федьăн, Вальăн инкĕшĕ çеç мар, амăшĕ вырăнĕнче те пулмалла-çке, _ тет иртнине аса илсе Галина Григорьевна.
Паян тĕп йăвара нихăшĕ те çук. Мăшăр çуратса ỹстернĕ виçĕ ачи те çунат сарса вĕçнĕ. Канмалли кунсенче, уявсенче вара пỹрт тулли çемье: кĕрĕ-вĕсем, кинĕсем, ăрăва малалла тăсакансем ки-леççĕ.
_ Çавна шута илсе çурта та икĕ хутлă тăвас терĕмĕр. Вăй-халĕ çитрĕ. Алă-ура ăсталăхĕ хамăнах пур,_ тет Николай Порфирьевич.
Тагановсем иккĕшĕ те ялти йывăç япаласен комбинатĕнче ĕçленĕ. 36 çул утнă унта Галина Григорьевна. Сĕтел-пукан пуçтарнă çĕрте вăй хунă. Мăшăрĕ водительте ĕçленĕ. Пĕр хушă пĕрлешỹллĕ хуçалăхра бригадир та пулнă. Алли-ури ăста пулни вара кирек хăш ĕçрен те ỹркенменнине çирĕплетнĕ. Паян та столярăн килĕнче икĕ станок пур. Вĕсемпе тем те ăсталама пулать. Килĕнчи çуртне лартнă чухне çын патне кайса йăлăнасси пулман. Кухньăри, залри, ытти-çĕрти сĕтел-пуканĕ те Николай Порфирьевич алли витĕр тухнăскерсем.
Ĕçлĕхлĕ çемье Тагановсем. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, 35 сотăй лаптăкра çĕр улми, пахча çимĕç, выльăх кăшманĕ, ыттине те çитĕнтереççĕ. Помидор, купăста калчисене килĕнчех хатĕрлеççĕ. Тĕрлĕ сорт пур вĕсен: ир ĕлкĕрекенни те, вăтам пиçекенни те, каярах пулаканни те.
"Халĕ хăвăр теле-йĕршĕн пурăнмалла си-рĕн", _ теççĕ вĕсене хăйсене çын тунăшăн тав туса Кольăпа пĕр тăвансем. Юбилей ячĕпе телевиденипе янă салам сăмахĕнче те çак йĕркесемех пулчĕç.
Çемьене пĕртте çăмăл пулман çав. Сак тăрăх саккăрăн чупнă чухне икшер вăкăр, пушмак пăру, ĕне, пилĕкшер сысна усранă. Амисене çулталăка икшер хут çăвăрлаттарса Арапуç пасарне çирĕмшер çура кая-кая сутнă. Тĕп ĕçпе çеç те çырлахман. Колхозра пай илнĕ.
_ Килти пахчаран çуллахи вăхăтра сĕм çĕрле пуличчен кĕрсе курман. Хĕл каçипе вара алса-чăлха çыхнă. Ерçейменнине çынсенчен пулăшу ыйтнă, _ аса илет иртнине Галина Григорьевна.
Ялти ятлă çынах Г. Таганова. Ахальтен икĕ созыв депутата суйламан ĕнтĕ ăна. Унпа канашлакансем, унран пулăшу ыйтакансем паянхи кун та пур. Вĕсем пурăнакан урам кĕрлĕ-çурлă çеç мар, çуллахи вăраха кайнă çумăрсенче те пылчăклăччĕ. Çакă тарăхтаратех. Хăйсем тăрăшмасан кам туса патăр-ха. Ỹр-кенмерĕç. Килĕрен 1000 тенкĕ, кам 500 тенкĕ укçа пухса юрăхсăр выртакан вак чулсене пуçтарса турттарчĕç, сарса тикĕслерĕç. Халĕ транспорта çỹреме те лайăх. Сĕт пухакан машина куллен кĕрсе тухать-çке. Çак ĕçе йĕркелесе пыракансен йышĕнче Галина Григорьевна пулчĕ.
Ыттисемшĕн ырă тĕс-лĕхлĕ Тагановсем. Кăтартуллă хуçалăх ята та тивĕç пулнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче кил хуçи хĕрарăмĕ "Умарино" ансамбльне çỹрет. Ашшĕ вырăс пулнăран çемьере те çак чĕлхепе калаçнă çитĕнекен ăру. Каярахпа ачасемпе чăвашла хутшăннă. Ирçе чĕлхи те ют мар Шăхачсене. Сцена çинче кирек мĕнле юрра та шăрантарма хатĕр тус-тантăшĕпе Галина Григорьевна.
Сакăр мăнук çитĕнет халĕ Тагановсен. Хĕрĕ-сем çывăхах качча тухнă вĕсен. Ăрăва малалла тăсакан Сергей Чĕмпĕрте пурăнать. Пĕр çуртра ỹснĕ аслăрах пĕр тăвансем те аякка кайса тĕпленмен. Тăван киле килме çулĕ инçе мар. Çавăнпа тĕп килти сĕтел çийĕ çăкăр-тăвартан, алăк хăлăпĕ çынран татăлмасть. Çакăншăн тетĕшĕпе инкĕшĕ- ашшĕпе амăшĕ-аслашшĕпе асламăшĕ-кукашшĕпе кукамăшĕ савăнаççĕ çеç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)