Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисем çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ

24 октября 2012 г.

Шăхач ял библиотекине 530 вулавçă çÿрет. Вĕсенчен чи асли А. Беляева. Анна Михайловна вулавăшпа 1973 çултанпа туслă. Иртнĕ çул вăл 81 кĕнеке вуланă. Вуннăмĕш теçеткене вакланăскер ытларах вырăс совет литературине кăмăллать.

Кĕçĕн Чементи Л. Романова та саккăрмĕш теçеткерен иртнĕ. Библиотекăна килнĕ кирек хăш çĕнĕ кĕнекене те чи малтан вулакансенчен пĕри вăл. Журналсен номерĕсене те сиктермест ватă. Вулавăша хăйех килсе çÿрет.

Д. Кудряшова та Кĕçĕн Чементенех. Таня аппа ури ыратнипе аптрать. Çавна май вăхăта кĕнеке вуласа кĕскетет. Ăна библиотекăпа Павлик мăнукĕ тата почтальонкăра ĕçлекен Н. Узюкина çыхăнтарать.

Аслă ăрупа пĕрле кĕнеке вулакан çамрăксене те ырламалла. Акă, улттăмĕш класри Н. Тарасов хăй валли те, ашшĕ валли те тĕрлĕ литература илет.

Раççей историйĕн çулталăкĕнче библиотекăна ытти ачасем те йышлă килеççĕ. Сочинени, реферат çырмалли литература кирлĕ вĕсене. Пĕр-пĕр писатель е ытти паллă çынсен автобиографине пĕлесшĕн. “Авангард”, “Хыпар”, “Тантăш”, “Çамрăксен хаçачĕ”, “Тăван Атăл”, “Самант” (çаксене библиотека çырăнса илет) вуласшăн вĕсем.

М. Самделова, С. Макаров, Д. Волкова ют çĕр-шыв писателĕсемпе хамăр çыравçăсен произведенийĕсене вуласа танлаштару тума та ÿркенмеççĕ. Вулакансен конференцийĕсенче хăйсен шухăшĕсене уççăн палăртаççĕ вара. Пĕр пăшăрхану çеç пур аслисемпе çамрăксен. Чăваш писателĕсен çĕнĕ кĕнекисем сайрарах пичетленине палăртаççĕ вĕсем.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика