Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юррисем çил сунатла чавашсемпе ирçесен...

04 августа 2012 г.

“Умарина” ансамбль районти акатуйра сцена çине тухнине темиçе хутчен те курнă ĕнтĕ. Ушкăнпа юрлакан юррисемсĕр пуçне халăха тыткăна илекен такмакĕсем пурччĕ. Комбайнер, доярка, сысна пăхакан, агроном, вĕрентекен, уй-хир ĕçченĕ, культура çынни ... çепĕç çаврăма авăнса шăрантарса кашнийĕ хăйпе куракана паллаштаратчĕ. Çак номерпе ялти артистсем республика тĕп хулине, Пăрачкав районĕнчи ирçе центрне, Чĕмпĕре, ытти çĕре те çитнĕ.

Вун пилĕк хĕрарăм акăш евĕр шуса, вĕттĕн-вĕттĕн утса тухаççĕ сцена çине. Хулăнрах сас кăларакан арçынсем те пур. Аслисем саккăрмĕш теçеткепе пыраççĕ пулин те хăйсене килĕшÿллĕ тытаççĕ. Виççĕмĕш теçеткене вакланă çамрăксем те ырă йăла-йĕркене ламран лама куçарассине тĕрĕс илсе пыма хăнăхаççĕ.

– Юрă маншăн чун уççи,–тет ансамбле йĕркелекенĕ, ертÿçи З. Гугушкина.– Вăрăм ĕмĕрлĕ йăхран эпĕ. Анне тăххăрмĕш теçеткере çĕре кĕнĕ. Кукамай 96 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Ват кукамай вара 105 çулта вилнĕ. Саккăрмĕш теçеткере пыратăп пулин те сывлăх хавшанине эпĕ те туймастăп-ха. Савăнăçа та, хуйха-суйха та юрăпа пусаратăп мар-и;

Сарлака шăм-шаклă, вăрăм сăмсаллă ирçе хĕрарăмĕн (çакăнпа мухтанаççĕ вĕсем) пуçăннă ĕçе вĕçне çитересси пур. Çавăнпа паянхи кун та ансамбль сцена çине тухаять. Авалтан пыракан йăла-йĕркене ăруран ăрăва куçарса пырас тĕлĕшпе курăмлă ĕç тăваять.

Çур ĕмĕре яхăн (45 çул!) ансамбль “Березка” ятпа çÿренĕ. Çакăнпа çыхăнтаракан номерĕ каллех пулнă вĕсен. Паянхи кун ушкăнăн наци сĕмне тытса пыракан ячĕ çеç юлнă тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Мĕншĕн тесен ирçесем çеç çÿремеççĕ унта. Çавăнпа юррисене те виçĕ чĕлхепе шăрантараççĕ. Чи малтанах ялти клуб çумĕнче йĕркеленнĕ пулнă ушкăн. Каярахпа унта ытларах шкул ĕçченĕсем явăçнă. Колхоз, вĕрентÿ коллективĕн смотр-отчечĕсене памалла пулнă-çке. Купăсçи вара ылмашман. Н. Стефейкин юрăçсене сцена çине илсе тухать.

– Аслă Чементи Э. Бахмисов районти культура пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ чухне вырăс туйĕпе палăртăмăр. Унпа пире республика уявне те илсе кайрĕç. Куракансем пирĕнпе пĕрле хутшăнса кайса туя туй пекех турăмăр. Ватти-вĕтти “çĕнĕ мăшăр” тавра ташлать. Чĕлхе-çăвар хĕрсе кайсан чарăнма та çук иккен,– тет калаçăва малалла тăсса Зинаида Михайловна.

Ÿркенмен ăста, вăтанман юмăç пулнă теççĕ, çавă мар-и-ха; Сцена çине тухма та хăйне кура ăсталăх кирлĕ. Сценарисем хатĕрлеме пĕлмелле. Çавна май Зинаида Михайловна кирлĕ литература сахал мар çырăнса илет. Тумĕ те шухăшлаттарнă ертÿçе. Ку енĕпе вĕсене республикăри культура министерствин ĕçченĕсем 1988 çултах пулăшнă. Шупашкарти пĕр концерт вăхăтĕнче ытла та чухăн курăннă пулас артистсем. Сарафансемлĕ тунă. 15 кофта çĕлеттернĕ. Арçынсен те çын çине тухма пичĕ хĕрелмен. Вĕсене те наци орнаменчĕсемлĕ кĕпесемпе савăнтарнă. Çавăн чухнехи юрăçсен формисем паянхи кун та йĕркеллĕ упранаççĕ. Концерт хыççăнах вĕсене тирпейлесе хураççĕ. Ирçе тумне вара З. Гугушкина ятарласа хăй çĕлеттернĕ. Пĕрре çеç те мар, иккĕ те пур ертÿçĕн.

Çу уйăхĕсем хĕл хырăмĕсене тăрантараканнисем. Ака пăттине çинĕ хыççăн пĕр е икĕ çĕре çеç концерта хутшăнаççĕ юрăçсем. Юлашки вăхăтра кунта та чуна пăшăрхантараканни тĕл пулатех. Пăрачкав районĕнчи ирçесен центрĕ ирттерекен çулленхи уява кайма транспорт тивĕçмест вĕсене. Улатăра тÿрĕрен çул тунăран вăхăчĕ сахал иртет-ха. Анчах урăх сăлтавĕсем тупăнаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли метариалсем кирлĕ тата ытти те. Çавах майне тупма тăрăшнă З. Гугушкина. Кăçал кĕçĕн мăнукĕпе çула тухнă. Районти ирçесен ячĕпе концерта хутшăнса юрланă, сăвă вуланă. Çакăншăн вĕсене центр ертÿçи тав тунă. Зинаида Михайловнăна тепĕр савăнăçлă хыпарпа та савăнтарнă. Ирçе культурине манăçа кăларманшăн Раççей Федерацийĕн культура министерстви тав çырăвĕ панине пĕлтернĕ.

Вырăс, ирçе, чăваш халăхĕ юнашар пурăнаççĕ Шăхачра. Пĕр-пĕринпе ытларах икĕ чĕлхепе хутшăнаççĕ. Хăйсен туслăхне палăртса концерта кашнийĕшĕнчех çакнашкал юрăпа вĕçлеççĕ: чăваш халăх хушшинче ирçе, вырăс пурăнать, вырăс юрлать вырăсла, ирçе юрлать ирçелле, пурте пĕрле пухăнса яраç юрра чăвашла. Ирçе наци чĕлхине тытса пыракансем ватăлса пынăран çитĕнекен ăру, паллах, ытларах чăвашла хутшăнать. Çавăнпа концерт репертуарĕнче те чăваш юррисем нумайрах шăранаççĕ ĕнтĕ. Çакăншăн никам та кăмăлсăрланмасть. Ял артисчĕсене урăххи савăнтарать. Хĕл кунĕсенчи вăрăм каçсене килте ирттермеççĕ вĕсем. Культура çуртне пĕрле пухăнса çĕнĕрен çĕнĕ юрăсем вĕренеççĕ. Пултарулăхне сцена çине кăлараççĕ. Концертсемпе кÿршĕ ялсене те çитеççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика