Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ларса калаçни – пысăк савăнăç

04 августа 2012 г.

Сăмахăм 1944 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шăмăршă районне кĕрекен Васан ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă Н. Краснова çинчен пырать. Нина Михайловна питĕ ырă, патвар, пултаруллă, хастар, ĕçчен хĕрарăм. Мĕн çамрăкранпах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ хĕр нимĕнле ĕçрен те хăраман. Тырă вырса кĕлте тунă, пучах пуçтарнă, тăпачăпа çапнă... 6 çултах Нина ялти шкула çÿре пуçланă, ун хыççăн кÿршĕ Палтиелĕнчине куçнă. Ÿснĕçемĕн хĕр учитель пулас ĕмĕтпе пурăннă.

Шкул хыççăн хăй суйласа илнĕ профессие алла илме Канашри педагогика училищине çул тытнă. Çакăнта вĕренсе тухнă хыççăн 36 çул хăй ăсне ачасене панă. Унăн вĕренекенĕсем яланах малтисен шутĕнче пулнă. Тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пухас ĕçри матурлăхшăн пĕрре мар тĕрлĕ хулана класпа экскурсие кайнă. Шупашкарта та темиçе пулнă.

Нина Михайловна илемлĕ çуллахи кун Кучекре пулас мăшăрĕпе, ирçе йĕкĕчĕпе–Николай Степановичпа паллашнă. Кĕркунне вĕсен туйĕ кĕрленĕ. Мăшăрĕ ирçе пулнă пирки Нина аппа та çак чĕлхене çăмăллăнах алла илнĕ. Коля тетепе 3 хĕрпе 2 ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Шел пулин те Николай Степанович пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ.

Халĕ ватă Шăхач ялĕнчи Туслăх кассинче пурăнать. 11 мăнукĕ тата пĕр кĕçĕн мăнукĕ хăнана яланах килсе çÿреççĕ. Еплерех савăнать-çке çакăншăн кинемей. Хăй вара пушă вăхăтра тутлă апат-çимĕç пĕçерме кăмăллать. Вăл тирпее юратать. Çавăнпа та пÿртĕнче те яланах çутă, таса, тумĕ вырăнлă, килĕшÿллĕ. Еплерех артист тата вăл. Шÿтлет, юрлать, çынна савăнтарма кăмăллать.

Ырă çыннăн чăнахах та аллисем ылтăн. Мĕн тĕрлĕ ĕç пĕлмеççĕ-çке вĕсем. Тапăчки, алса-нуски, сак çитти, вырăн сарри тата кофтăсемпе шапкасем çыхать. Тĕрлеме те кăмăллать.

Мĕнпур чунтан “симĕс пурнăçа” юратать. Пÿртĕнче 48 чечек ÿсет. Çулĕсене пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх усрать. Куллен унăн картишĕнче 40 чăх-чĕп чупса çÿрет. Пултаруллă çын тĕрлĕ енлĕ аталаннă çав. Çĕвĕç ĕçне те питĕ ăста вăл. Тĕрлĕ япала çĕлесси те унăн чун киленĕçĕ.

Тивĕçлĕ канура пулин те канлĕхре пурăнма васкамасть Нина аппа. Çулсем шунине пăхмасăр çу кунĕсем пуçлансан куллен пахчара вăй хунине, кăмпа-çырла татма вăрман еннелле çул тытнине сăнама пулать.

Пĕччен пурăнать пулин те çулсерен 4 тĕрлĕ хаçат– “Авангард”, “Тантăш”, “Чăваш хĕрарăмĕ” тата “Сывлăх” çырăнса илет. Кĕнеке вулама та кăмăллать.

Нина аппа ырă кăмăллă пулнине, çынна хисепленине чылайăшĕнчен илтме пулать. Вăл тарават пулнипе ун патне каçсерен хамăр касра пурăнакансем улаха килеççĕ. Сăпайлăхĕпе чăнахах та тĕлĕнтерет ватă. Пĕтĕм çынна тăван пек юратать-çке вăл.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика