03 марта 2010 г.
Шкул – ял тыткăчи, теççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Пĕлÿ çуртĕнче йышлă ача пулсан ял ватăлмасть. Анчах Шăхачра ача çуратакансен йышĕ сахал. Çавна май вĕрентÿ учрежденине çÿрекенсен йышĕ ÿсмест.
Çамрăксем яла юласшăнах мар. Вĕсене валли ĕç çук. Вăхăтĕнче кĕр-кĕрлесе тăнă йывăç япаласен комбинатне утаймастăн. Çие питĕрмелле, пÿрт-çурта хутмалла, апат-çимĕçĕ кирлĕ-çке.
Ялти шкула 67 ача çÿрет. Чи йышлă класра вуниккĕн вĕренеççĕ. Тăххăрмĕшĕнче вара – 7. Пĕр енчен ача сахал пулнине ырлама та пулать. Учительсем урокра е ун хыççăн кашнийĕшĕнпе уйрăмшарăн ĕçлеме пултараççĕ. Тепĕр енчен çăмăллăх кÿмест. Лидерсем сахал. Вĕсемпе ăмăртса вĕренни хăйех кайрисене мала туртăнма пулăшать-çке.
Олимпиадăсене, конкурссене район шайĕнче хутшăнма та кансĕр. Çавах кăçал А. Тарасова вырăс чĕлхипе, литературипе, географипе, астрономипе, акăлчан чĕлхипе малти вырăнсене çĕнсе илчĕ. И. Васюткина технологипе иккĕмĕшне тухнăччĕ. Пĕлтĕр наукăпа практика конференцийĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнни те шкулшăн чыс.
Спортпа иртекен ăмăртусене хутшăнма та кансĕр. Пурин те йĕлтĕр çине тăрса ыттисемпе тупăшас пултарулăх çитместех. Çавах пуçа усмаççĕ ачасем. Кăçал та пĕр ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăнчĕç.
17 педагог шкулта. Пурте предметниксем. Çиччĕшĕ айккинчен килсе çÿреççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Тарасова, В. Узюкинăпа В. Мылова пуçламăш классен учительницисем ĕç стажĕпе те, ăсталăхĕпе те палăраççĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕнче шкул коллективĕпе ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах йывăр шăпаллă çемьесем пурри такăнтарать. Ĕçĕсем çукки пĕрре. Ĕçкĕ еннелле туртăнма пăхни шухăшлаттарать.
Вĕрентÿпе пĕрлех класс тулашĕнчи ĕçсене те илсе пыма тăрăшатпăр. Меро-приятисен планĕ пур. Вĕсем кăмăла каймалла, интереслĕ иртеççĕ. Ачасен «Березка» ушкăнĕ ĕçлет. Ял халăхĕн йăли-йĕркине манăçа хăвармаççĕ унта çÿрекенсем, ирçе юррисемпе тĕрлĕ çĕре çитнĕ вĕсем. Шупашкарта та пулнă. З. Гугушкина çамрăк мар пулин те коллективпа хутшăнать. Юрлама ÿркенменнисем валли наци тумне çĕлеттерессипе ĕçлет халĕ.
Пурнăç уттинчен юласшăн мар эпир те. Шкулăн сайчĕ пур. Ашшĕ-амăшне компьютерпа ĕçлеме вĕрентес ĕçе пуçăннă. Шкул канашĕпе (председателĕ С. Ляпкин) тачă çыхăнура.
Виçĕ çултан пуçласа шкул çулне çитичченхи ушкăн пурришĕн савăнать ашшĕ-амăшĕ. Унта çÿресе парта хушшине ларичченхи малтанхи хăнăхăва илеççĕ ачасем.
Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илнине çирĕплетекен документа ялти шкулта илеççĕ-ха вĕренекенсем. Вуннă-вунпĕрмĕш классене кÿршĕри Аслă Чемен тата Турхан ялĕсене çÿреççĕ. Тĕрлĕ училищĕне каякан пур. Ăс-тăн çирĕпленсе пурнăç çулĕ çине тăриччен пĕр йышпах вĕреннине нимĕн те çитмест паллах. Мĕн тăвăн. Çакна тума майĕ те çук. Пĕчĕк ялăн шăпи вăл. Юрать çакнашкал пурăнаятпăр. Малашне те шкул тытăнса тăтăрах.