Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăван ялăм хаклă çав»

21 октября 2009 г.

–теççĕ Шăхач ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Чеменсем. Çăтмахăн пĕр кĕтесĕ тейĕн кунта. Хăватлă техника кĕрлевĕ çĕрĕн-кунĕн чăрмантармасть. Яла кĕрекен автомашина е трактор кирлĕ-кирлĕ мартан урама çăрмасть. Халăхĕ вара пĕр çемьери пек пурăнма тăрăшать. Пĕчĕк ял пулнăран туслăхĕ çирĕп.

61 хуçалăх Кĕçĕн Чементе. Вĕсенчен 9 çуртран тĕтĕм тухмасть. Асфальтлă çул яла кĕрет. Хула шайĕнчи условисенче пурăнакансем йышлă. Çурчĕсем капмар, кирпĕчрен. Киввисем çукпа пĕрех.

Пĕртен-пĕр çитменлĕх тесен, тен, йăнăшмастăп та пулĕ: ялта клуб е культура çурчĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ те çук. Унчченрех, халăх йышлăн ĕçе утнă чухне, лаша вити çуртне пухăннă. Халĕ ăна та пăснă. Ăçта пухăнса сăмаха пине çитермелле ватăсен;

168 çын ялта, çулĕпе аслăраххисем ытларах. Шăхачри шкула вунпĕрĕн çÿреççĕ. Йыш хушăнсах каймасть. Кăçал пĕр ача та çуралман. Пурнăçа пĕччен ирттерекен çулланнă арçынсем сахалăн мар. Темшĕн ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхне мала хурса çемье çавăрма шутламаççĕ. Л. Романова, Е. Моисеева пек вунпĕр-вунă ача çуратакансем пулсан ял ватăлмастех.

Ĕçпе йăпанма, пурнăç тытса пыма пулать çак кĕтесре. Н. Васильев хăйĕн çĕр пайĕпе çеç çырлахмасть. Хушма çĕр те илнĕ. Техника пулăшăвĕпе ыттисене те тивĕçтерет. Ĕлĕкренех Кĕçĕн Чеменсем ĕçлеме ÿркенмен. Паянхи кун та кооператива утаççĕ вĕсем. Тÿлевĕ укçан парăнмасть пулсан та утă-улăм, тырă илекенсем выльăх-чĕрлĕх усраса укçана çавăраççĕ. К. Алексеев, В. Горшков, В. Лампасов çемйисем икшер ĕне тытаççĕ. Ю. Узюкин фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ял халăхĕ те çĕрпе ĕçлеме ÿркенмест. Çурт хыçĕнчи пахчара кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми, сухан çитĕнтерсе сутаççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ ялта. Райпо лавкки ĕçлет. Кун каçипе те ун умĕнче ÿсĕрсене кураймăн. Район администрацийĕн тĕрлĕ комисси ларăвĕнче çак ялсем йĕркене пăсса тунă ĕçе пăхса тухнине те астумастăп. Ырă тĕслĕхĕ пурах. Урамсем тирпейлĕ.

Халиччен районти нихăш ялта та халăхсен лаша кĕтĕвĕ тухнине илтмен. Кунта пур. Ĕç выльăхне йышлăн тытни хăйех ĕçчен халăх пурăннине çирĕплетмест-и-ха;

Ял халăхĕ канлĕ пурнăçпа пурăнаймасть, паллах. Çуллахи вăхăтра хĕвелпе пĕрле тăрса хĕвел аничченех ĕçлемелле. Малтанах ĕне суса кĕтĕве ăсатмалла. Сĕтне сутмалла. Ырана хăвармалли ĕçсем мар. Çемье бюджетне укçа-тенкĕ кĕтĕр тесе пурăнаççĕ мар-и; Çу каçипех сĕт хакĕ ăмсантармарĕ. Литрне 4 е 4.50 тенкĕпе пуçтарчĕç. Халĕ кăштах хăпарчĕ-ха: 6.50 тенке çитрĕ. Сĕте уйрăм çын та, кооператив та, суту-илÿ пĕрлешĕвĕ те пуçтарать.

Районти ялсем йăвă вырнаçнă пирĕн. Çакă пĕр енчен лайăх та. Кĕçĕн Чементе пурăнакансем тĕрлĕ енне ĕçе утма пултараççĕ. Турхана, Шăхача (ял тăрăхĕнче те икĕ специалист ĕçлет), ытти çĕре вырăнлă ĕçе çÿреççĕ. Ĕç пурнăç тыткăчи-çке. Хăйсем тăрăшуллă пулнăран, ÿркенменрен пурнăçа тытса пыма пултараççĕ кунта пурăнакансем. Çавăнпа çурчĕ-йĕрĕ те çĕнелет вĕсен, пурнăçĕ те малалла каять.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика