Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Общество. Медицина.

05 июля 2008 г.

.

Эмелпе те, сăмахпа та сиплет Тĕреклĕ, сывлăхлă çын çу уйăхĕсенче больница алăк хăлăпне тытакан сайра. Черетлĕ прививка тутаракансем, диспансеризаци, медицина комиссийĕ тухакансем çеç хĕвĕшеççĕ пĕр кабинетран тепĕрне. Первомайскинчи врач офисĕнчи терапевт патне кĕрес текенсен шутĕнче вара çулланнисем те, ваттисем те самаях пур. Кашни кунах çапла. Çỹлерех палăртнисемсĕр пуçне теприсене юн пусăмĕ ỹсни пăшăрхантарать. Виççĕмĕшсене сахăр шайĕ ытларах пулни канăçсăрлантарать тата ытти те. Л.Клементьева врач кашнийĕшнех кăмăлтан йышăнать. Анализсем пама сĕнет. Сиплев курсĕ ирттермелине аса илтерет. Чир ан хавшаттăр тесе профилактика ĕçĕсем тума хушать.

Хăйĕн ĕçне витĕр пĕлет Людмила Алексеевна. Çие шурă халат тăхăнни унăн 30 çул ытла ĕнтĕ. Специалист ĕçе Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илнĕ хыççăн пуçăннă. Интернатура Шăхасанта ирттернĕ. Тăван ене каялла таврăнса тĕпленни, тăршшĕпех пĕр вырăнта вăй хуни ĕçе ăнăçлă туса пыма май паратех. Сипленме çỹрекенсене пилĕк пỹрне евĕр пĕлет вăл. Чир паллисене куçран пăхсах палăртать.

_ "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ĕç услови-йĕсем татах та лайăхланчĕç. Çĕнĕ йышши аппаратура пурри çийĕнчех тата тĕрĕс диагнозсем лартма пулăшать. Халĕ эпир электрокардиограммăсене килсенче те тума пултаратпăр, _ каласа парать Л.Клементьева. Первомайскинчи врач офисне 11 ялти 4860 çын çỹрет. Унсăр пуçне выртса сипленме ытти участоксенчен те килеççĕ.

1991 çултанпа В.Ильерова врач пулăшуçипе пĕрле килĕштерсе ĕçлет Людмила Клементьева. Валентина Васильевна ăста специалист пулнине çирĕплетет. Компьютерпа Н.Варикова ларать. Çак пĕчĕк йыш кунне 30 çынна яхăн йышăнма ĕлкĕрет.

Çемье врачĕ больницăри йышăнупа çеç çырлахмасть. Стационарта сипленекенсене пăхать. Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене тухса çỹрет. Вĕсенче халăхпа ăнлантару ĕçĕ ирттерессине тĕпе хурать. Юлашки çулсенче юн пусăмĕ хăпарасси, сахăр чирĕпе чирлесси ỹснине палăртать. Вĕсем вăраха ан кайччăр тесе диетăна пăхăнмалли çинчен калать. Пур- çукшăн кулянни, васкавлă хусканусем туни те сывлăха витĕм кỹреççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла.

_ Чирлĕ çын пирĕн пата çинерех килни паха. Вăхăта тăсни сывлăха çеç хавшатать, _ калаçăва малалла тăсать Л.Клементьева. _ Енчен те тĕрĕслев ĕçĕнче кирлĕ аппаратура çитмесен, эпир чирлисене район, республика больницисене яма пултаратпăр.

Ĕçĕ çителĕклех. Организмри холестерин шайне те вырăнтах палăртма пултараççĕ. Вăрçă участникĕсене çулталăка икĕ хутчен ятарлă сиплев пама тăрăшаççĕ. Пỹртлĕри И.Платонов, Люляри П.Ключников, Пăлапуç Пашьелĕнчи Л.Романов, А.Чернов, Первомайскинчи А.Дикин тата ытти вуншар çын медицина ĕçченĕсен пулăшăвне туять. Ватăсем сиплевçĕсен ырă ĕçĕпе хăйсем те кăмăллă.

Икĕ ача çитĕнтернĕ Клементьевсем мăшăрĕпе. Хĕрĕ те, ывăлĕ те аслă пĕлỹ илнĕ, çемьеллĕ. Пĕри педагог, ачасене пĕлỹ парас ĕçе кỹлĕннĕ. Тепри Куславкка районĕнчи çĕр ĕç фирмин хуçи.

Юратнă ĕç, ăрăва малалла тăсакансем пурри ашшĕ-амăшне савăнтаратех. Çакăн çумне ял хисепĕ те хушăнать. Пулăшу ыйтма пыракан кашни çын ăшшăн тав тăвать ăна. Çавна пулах Людмила Алексеевна район администрацийĕн, республикăри сывлăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Коллектив туслăхне мала хурать Л.Клементьева. Пĕрле ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхере пулнине палăртать. Унсăр майĕ те çук. Тĕрĕс диагноз лартас тесен лаборантки, ялсенчи пуçламăш звенори медицина ĕçченĕсем, ытти специалистсем тăрăшулăх кăтартни те кирлĕ-çке.

 Хут ĕçĕ те нумай хальхи саманара. Вĕсене тĕрĕс çырса пымалла. Çăмăллăхпа усă куракансене кирлĕ эмелсемпе вăхăтра тивĕçтермелле тата ытти те.

Канмалли кунсенче киленсех килте ĕçлеме юратать Л.Клементьева, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕх, пахчари çеçке çурнă чечексем пурнăç илемне ỹстереççĕ. Тавралăхра тирпей-илем тытса тăма тăрăшни те сывлăхшăн паха. Экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çитĕнтерме май парать çакă. Пурне те вырăна хума тăрăшать сывлăх тухтăрĕ. Ыттисене ырă сĕнỹсем нумай парать. Вĕсем хăшĕсемшĕн эмелрен те хаклăрах. Çавăнпа хисеплеççĕ ял тухтăрне ку енче.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика