Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере килĕшỹпе çураçу хуçалантăр

08 июля 2008 г.

 

"Çемье çирĕп пулсан патшалăх тĕреклĕ", _ тет халăх каларăш. Апла пулсан, пирĕн Чăваш Енĕн те, Раççейĕн те вăй-халĕ çемье çирĕплĕхĕнчен килет. Çакна май аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă халалри сăмахсем аса килеççĕ: "Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ỹтĕре ясарпа ан варлăр, ỹсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр". Çак йĕркесене ăша хывса пурăнсан, чăнах та, çемьере ки-лĕшỹпе çураçу хуçаланĕ, кăмăл-сипет, ĕçе юратасси, ваттисене хисеплесси, йĕркеллĕ ỹсесси çемьерен килет.

Тури Чакăри культура çуртне ырă тĕслĕхлĕ, çирĕп çемьесене, ĕçчен те пултаруллисене чĕнчĕç. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Ф.Майорова пухăннисене саламласа телей, ăшпиллĕх сунчĕ.

Аслă Чемен ял тăрăхĕнче уяв иртрĕ. Пухăннисене ял пуçлăхĕ Г.Медведев, В.Бахмисов специалист, В.Петрова культура ĕçченĕ саламларĕç. Пурне те тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх, юрату сунчĕç. Аслă Чементи вăтам шкулти 1-7-мĕш классенче вĕренекенсем З.Латышева музыкçă ертсе пынипе пысăк концерт лартса пачĕç. Ачасем Тăван çĕр-шыв, атте-анне, ачалăх çинчен юрларĕç, сăвăсем вуларĕç. М.Химетова, яланхи пекех, хăйĕн юррисемпе тыткăнларĕ. М.Медведева ертсе пыракан "Ассорти" ушкăн илемлĕ ташăсем парнелерĕ.

Юлашкинчен Л.Ежова библиотекарь ертсе пынипе конкурс пулчĕ. Унта 3 амăшĕ хăйсен пепкисемпе ăмăртма кăмăл турĕç. Пĕри тепринчен маттур пулчĕç çемьесем. Тĕрлĕ ăмăртура 1-мĕш вырăна "Хунав" ача садĕнче ĕçлекен А.Фроловăпа унăн 6 çулхи Карина хĕрĕ тухрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Медведев виçĕ çемьене те парнесемпе чысларĕ, конкурса хутшăннăшăн тав турĕ.  

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика