19 марта 2008 г.
Кашни çыннăн пурнăçĕ, шăпи-ăраскалĕ хăйне евĕр. Çын пĕлменни, вăрттăнлăхсем, интереслĕ самантсем темĕн чухлех унта. Первомай-скинчи апат-çимĕç сутакан магазин заведующийĕнче нумай çул ĕçленĕ Вера Михайловнăн кун-çул кĕнеки те çавнашкалах. Унăн кашни страници кăсăклă.
Вера Михайловна йышлă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ, ялпон хатĕрлев кантурĕнче ĕçлекенскер, отчетсене ытларах килте тунă. Вăл шут шăрçисене шутарнине хĕрача яланах ăмсанса пăхнă. Ăна кура пĕчĕккĕллех шут шăрçине туртма вĕреннĕ.
– Атте ялти вăйăçчĕ. Пушă вăхăтра аллине яланах купăс е аккордеон тытатчĕ те юрă е ташă кĕвви калатчĕ. Манăн та ун пек юрлас, ташлас килетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне пирĕнсĕр пĕр концерт та иртмен пуль. “Ку хĕр артистка пулать”, – тетчĕç куракансем. Çав ĕмĕтпех 9 класс пĕтерсен Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕме документсене леçрĕм. Тантăшсем Владимир облаçне пир-авăр фабрикине ĕçлеме кайрĕç те вĕсенчен юлас килмерĕ, – каласа парать Вера Михайловна.
Фабрикăра икĕ çул çип çăмхаланă хыççăн хĕр тăван яла таврăннă. Ачаллах шут шăрçи туртма вĕреннĕскер ашшĕ çулĕпех кайма тĕв тунă. Тантăшĕпе райпори магазин-шкула çул тытнă. Ун хыççăн пĕр хушă пушă кĕленче савăт йышăнакан киоскра вăй хунă. Унтан тантăшĕпе иккĕшне апат-çимĕç магазинне куçарнă, Верăна заведующи пулма шаннă. Ял варринче кирпĕчрен хăтлă магазин туса лартсан тăватă сутуçăран бригада йĕркеленĕ, Вера Михайловна каллех заведующи пулса тăнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çакăнта вăй хунă. Тавар çаврăнăш планне яланах ирттерсе тултарнă. 150-160 процента çитни те пулнă.
Ĕçне кура – чысĕ, хисепĕ. Коллективăн, сутуçăсен наградисем те йышлă: “Коммунизмла ĕç ударникĕ”, “Коммунизмла ĕç коллективĕ” паллăсем, Хисеп грамотисем, Мухтав хучĕсем. Сăн ÿкерчĕкĕсене Хисеп хăми çине те кĕртнĕ.
– Ĕçре манăн савăнăçлă самантсем ытларах пулнă. Юнашарах тантăшăмсем. Савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайланă. Пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннă, – тет Вера Михайловна.
Чăннипех те çапла. З.Лепешкина, Н.Горшкова сутуçăсем маттурлăхпа палăрса тăнă. Магазин кал-кал ĕçлесе пынинче, паллах, унăн ертÿçин В.Матвеевăн тÿпи пысăк. 30 çул хушшинче мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмен-ши; 1990 çулта “Районти чи лайăх сутуçă” ята çĕнсе илнĕ. Суту-илÿре халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн ăна Чăвашпотребсоюз, райпо правленийĕн Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе наградăланă. Çапла, ачаран культура ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ Вера Михайловна чĕрĕк ĕмĕр ытла халăхшăн ĕçленĕ, суту-илÿре хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварнă. Уншăн пĕрре те ÿкĕнмест вăл. Пенсире тесе алă усса лармасть. Магазинсене тухса çÿрет, сутуçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Килте выльăх-чĕрлĕхпе, мăнукĕсемпе йăпанать. Пилĕк ача амăшĕн пилĕк мăнук.
Çапла кун кунлаççĕ, ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ Вера Михайловнăпа мăшăрĕ Иван Яковлевич Матвеевсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)