05 марта 2008 г.
2008 çулхи пуш уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче пурăннă пулсассăн Василий Егорович Митта 100 çул тултаратчĕ. Анчах та пурнăç юхăмĕ илсе кĕрсе кайнă хăрушла пăтăрмахсем унăн сывлăхне хавшатнине пула аллă çула та çитеймерĕ, 49 çултах пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайма тиврĕ.
Вăхăтĕнче унăн сăввисене вулама мар (эпир тăванĕсем пулнă пулсассăн та) ятне те асăнма юраман. Хальхи çамрăксене ку енĕпе телейлĕ тесшĕн, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Миттана шкулта та вĕренеççĕ, унăн йĕрĕ тăрăх музейсене тухса çÿресе унпа çыхăннă чылай материалпа паллашаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 20 номерлĕ шкул, Аслă Арапу-çĕнчи шкул унăн ячĕпе хисепленсе тăраççĕ. Тата эпĕ çуралса ÿснĕ Чипер арăм касси те унăн ячĕпе хисепленсе тăрать.
1921 çул. Ку вăхăта ял самаях пысăкланса çитнĕ. Ял халăхĕ выльăхпа, çĕр ĕçĕпе пурăннă, чылай хуçалăх хăмла туса илес ĕçе те тимлĕх уйăрнă. (Хăмла сăмах пирĕн ума татах та тухĕ). Ялти çамрăк мăшăрсене çурт-йĕр çавăрса, уйрăлса тухма Совет влаçĕ çĕр уйăрса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Митта Ваçлейĕ вун виççĕре чухне вĕсен вăрман пек курăнса ларакан хăмла пахчи вĕçне çĕнĕ урам уçăлать. Николаев Степан Трофимович – çĕнĕ урам пуçлăхĕ – пĕрремĕш плант уçса çурт лартать. Ялăн малашлăх юхăмĕ пĕр вырăнта тăмасть, çемье хыççăн çемье çак каса çурт лартса уйрăлса тухаççĕ. Плант уçакансем тĕрлĕ майпа куçакансем те пулнă. Акă, сăмахран, виççĕмĕш планта уçаканĕ, Кондратьев Кузьма Кондратьевич, яла тĕлĕнтермелли ĕç туса хурать. Хальхи сысна фермисен вырăнĕнчен (вăл вăхăтра кунта темиçе килрен тăракан урам пулнă) пÿртне пăсмасăрах уратакпа (чăмăр кÿсек) илсе анаççĕ. Çакă вырăнсене пĕлекенсем пÿртне пăсмасăрах тенĕрен ыйту пама пултараççĕ. Хуравĕ ансат. Вăл вăхăтра çĕр çийĕ питĕ тикĕс те çеремлĕ пулнă. Малтанласа вун пĕр плантри çемье-сем Пăла шывĕ хĕррине çитиччен хăрах каспа пурăннă. Пурăнма кансĕр, урама, чăхсене те кăларма юраман. Иртсе çÿремелли çулĕ те çуртсем çуммипе лашапа иртмелĕх кăна пулнă.
Митта Ваçлейĕ, 1927 çулта çырнă “Улăхра” ятлă сăввине акă мĕнле сăмахсемпе пуçлать:
Куçăмсем умĕнче
Аслă Улăх
Атăл евĕр сиксе ыткăнать.
Улăх, улăх!
Мĕн чун санăн пурлăх,
Мĕн чул ырлăх
сана пăхăнать!
Çамрăк мăшăрсем, йышлă çемьесенче пурăнаканскерсем, çĕнĕрен те çĕнĕ плантсем уçма васкаççĕ. Çавăн пек çемьесенчен пĕрне илĕпĕр. Титян виççĕмĕш ывăлĕ Тарас Титович Емельянов (вĕсем çак çуртра вунă ача ÿстереççĕ) куçса вун виççĕмĕш плант уçать. Çапла пĕр касра виçĕ пĕр тăван пулаççĕ. Вара ăçтан, кам таврашĕнчен килнĕ-ха 3 пĕр тăван? Халĕ Емельянов Алексей Пантелеймонович пурăнакан вырăнта мăн аслашшĕ (Титя пичче) пысăк çемйипе (тăватă ывăлĕ, тăватă ки-нĕпе тата мăнукĕсемпе) пурăннă. Çемье Титя пиччен (çемье пуçлăхĕн) çирĕп йĕркине пăхăннă.
Пĕр килтен пĕр касса виçĕ пĕр тăвансене Митта Ваçлейĕ те асăнмасăр хăвармасть:
“Улăх пахчи улача
Унта Титян виç ача”, – тет хăйĕн сăввинче.
Мĕншĕн улăх пахчине улача тенĕ-ха? Сăлтавне çапла ăнлантарса хăварма пулать. Арман касси, Завод касси, Чипер арăм касси, Улăх касси улăх çĕрĕн тăмлă, хура тăпраллă плантсем çинче. Кунти çĕрпе пĕлсе ĕçлемелле. Енчен те пĕлмесĕр сухаласассăн чул пек хытса каять, каярах юлса сухаласан вара – типсе каять. Çавăнпа акнă вăрлăх начар шăтма пултарать. Малтанхи вăхăтсенче улăх çĕрĕн “кăмăлне” пĕлсе çитейменрен çĕр улми шăтаслăхĕ начар пулнах ĕнтĕ. Çĕр улми тикĕс шăтманран “улăх пахчи улача” тенĕ те Митта Ваçлейĕ.
1932 çул. Пирĕн аттепе анне виçĕ ачипе асаттесем патĕнчен, Степанов Иван Антонович пурăнакан вырăнтан, Хромов Сергейпе кÿршĕллĕ çирĕм иккĕмĕш плант уçать. Çакă çуртра сакăр ачине (Лиза, Сутай, Наçтук, Микуль, Валери, Петя, Якку (эпĕ) тата шăллăм Иван пăхса ÿстерчĕç. Пирĕн атте (Степанов Михаил Федорович) вырăнĕнче, тĕп килре шăллăм, Иван Михайлович пурăнать.
Урам йĕркеленсе çитсессĕн Митта Ваçлейĕ çакă касса Чипер арăм касси тесе ят парать. Мĕншĕн çапла каланă тесе ыйтатăр-и? Хуравне пама пулать.
Çак кас 1921-1932 çулсенче йĕркеленнĕ терĕмĕр.. Пурĕ вун пĕр çул хушшинче, калăпăр, пĕр вăхăталла. Плант уçса пÿрт-çурт лартакансем пурте çамрăк çемьесем пулнă. Вара çамрăк çын чипер пулнине пурте чухлатпăр-çке-ха. Çапла вара Чипер арăм касси тенин вăрттăнлăхĕ те çакăнтах. Халĕ çак урам Митта Ваçлей ячĕпе хисепленсе тăрать. Ăна Василий Егорович Митта çуралнăранпа çитмĕл çул çитнине халалласа, ун ячĕ халăхра упрантăр тесе çирĕплетсе хăварчĕç.
Малтанхи тапхăрсенче çакă касра 105 ача, тепĕр тапхăрта 63 ача выляса ÿсет (вĕсен шутне эпир те кĕретпĕр). Манăн ачалăх çакă нумай ачаллă, илемлĕ те ешĕл курăклă касра хампа пĕр тантăшсен хушшинче иртрĕ. Ачалăха аса илнĕ май çаксем те асăма килеççĕ. Ваçлей Егоровича эпĕ питĕ лайăх ас тăватăп. Шупашкартан яла пĕр куна çеç килсен те пирĕн пата анса курмасăр кайман. Малтанах пирĕн кил умĕнчен иртсе Пăла шывĕ хĕррине пырса тăратчĕ. Эпир, ача-пăча, çак вăхăтра анне патне чупса кĕреттĕмĕр те “Ваççа кукка килет, Пăла хĕрринче тăрать-ха” тесе пĕлтереттĕмĕр. Анне çакна илтсессĕн хыпăнса ÿкетчĕ, мĕншĕн тесен шăллĕ яланах кĕтнĕ хăна пулнă-çке-ха. Ваçлей кукка пÿрте кĕретчĕ те çиелти тумне хывса пăтаран çакатчĕ, аннене тата ыттисене сывлăх сунса малалла иртетчĕ. Эпĕ ача-пăча пулнă пулсассăн та çакна сăнама пултарнă: Ваçлей кукка вăрăм сак çине мар, атте тунă юман хыçлă пукан çине те мар, атте тунă хыçсăр пукана хăяккăн вырттарса вырнаçса ларатчĕ. Вара пикенетчĕç аннепе калаçма. Чăвашла вăл илемлĕ те çепĕç калаçатчĕ. Çакна каласа хăвармасан унăн чăвашлăхне курас ăнлану çителĕксĕртерех пулĕ. Шупашкартан пирĕн пата çырса янă çырăвĕсен конверчĕ çине çапла çыратчĕ:
Аслă Арапуçĕнчи
Чипер арăм кассинчи
Çинкка аппана.
Чăнах та, мĕн тери вăйлă аталаннă пулнă чăвашлăх туйăмĕ çак çынра!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)