Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н. Кузьмина асăнса

26 декабря 2007 г.

 

Первомайски тăрăхĕ паллă спортсменсемпе тахçанах чапа тухнă. Çак спортсменсем çĕр-шывĕпе кăна мар, тĕнчипех палăрнинче шкулти физкультура учителĕсен те тỹпи сахал мар паллах. Вĕсен шутĕнче Первомайски шкулĕнче чылай-чылай çул ĕçленĕ, хăйĕн ĕçне чĕререн парăннă учитель-краевед Николай Иванович Кузьмин та тесе шутлатăп. Вăл хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ ăста волейболистсем хатĕрлемен пулĕ! Раççейри хăш кĕтесе кăна илсе çитерсе, мĕн кăна кăтартман пулĕ вăл вĕренекенсене. Первомайскисем ăна манмаççĕ, асра тытса ун ячĕпе кашни çулах волейбол вăййине юратакансем валли спорт уявĕ ирттереççĕ. Кăçал та, акă, малтанхи кун хĕрарăмсен çичĕ команди хăйсен пултарулăхне кăтартма пуçтарăнчĕç. Çивĕч те интереслĕ тĕл пулусенче чи пултаруллисенчен те палтарулли Первомайскинчи "Сказка" команда пулчĕ. Командăна йĕркеленĕ тата капитанĕ "Первомайскофф" пĕрлешỹ директорĕ В.Лукина. Иккĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулта ĕçлекенсем йышăнчĕç, виççĕмĕшĕнче _ Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн команди.

Тепĕр кунне Первомайски вĕрентỹ центрне арçынсен командисем пуçтарăнчĕç. Малтанхи вăйăсенченех çĕнтерỹçĕ ячĕшĕн Патăрьелĕнчи "Химик" тата "Сабат", Шупашкарти "Букет Чувашии" командăсем хушшинче кĕрешỹ пуласси палăрчĕ. Анчах та пĕрремĕш вырăн пĕрре анчах-çке. Çак хисеплĕ приза иртнĕ çулхи пекех "Химик" команда çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна та Патăрьелсемех йышăнчĕç. Патăрьел ял тăрăхĕн "Сабат" команди кашни çулах лайăхран-лайăх вылянине çирĕплетсе парать. Первомайскисен команди кăçал тăваттăмĕш вырăнпа анчах çырлахрĕ. Виççĕмĕш вырăна сăра ăстисен "Букет Чувашии" çамрăк команди çĕнсе илчĕ.

Вăйăсене пĕтĕмлетнĕ чухне Николай Ивановичпа пĕрле чылай пысăк шайри ăмăртусенче çĕнтернĕ В.Бородкинпа Н.Козлов, унăн ялти тус-тантăшĕсем, "Букет Чувашии" представителĕсем çак турнира йĕркелесе ирттерекенсене тав турĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика