Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрне-пĕри савса пурнаççĕ. Чăн-чăн телей – юратура

15 декабря 2007 г.

Первомайски тăрăхĕнче Анат Чакăри Езюковсем пысăк ят-сумлă. Ăна вĕсем хăйсен хастар ĕçĕпе, сăпайлăхĕпе, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнипе çĕнсе илнĕ. Утса тухнă пурнăç çулне тишкерер-ха.

Венямин Иванович çак ялта 1930 çулта çуралнă. Çамрăклах йывăр ĕçе хутшăннă. Çак çулхисене халăхра вăрçă ачисем теççĕ. Чăн та, мĕн кăна тÿсме тивнĕ пире. Начар апат-çимĕç, тумтир, хаяр сивĕсем, тĕрлĕ чир-чĕрпе чирлемелли сăлтав пулнă. Мĕн чухлĕ çамрăк çак çулсенче çĕре кĕнĕ. Чăтăмлисем, çирĕп сывлăхлисем çеç сывă юлайнă, пурнăç çулĕпе малалла утнă.

Вена шкулта вĕреннĕ çулсенчех колхоз ĕçне явăçнă. Лашапа, вăкăрпа ака-суха тума, тыр-пул пуçтарса кĕртме, вăрман касса турттарма хутшăннă. Çапла сисĕнмесĕрех çамрăкăн çар ретне тăма вăхăт çитет. Кĕрнеклĕ каччăна Лăпкă океан çар флотне службăна илеççĕ. Ял каччи кунта та хăйне лайăх енчен кăтартса тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать, пилĕк çултан киле таврăнать. Ял ĕçĕпе çыхăннă специальность илес тĕллевпе Канашри трактористсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме каять, алла диплом илет. Çийĕнчех Первомайски МТС-а тракториста ĕçе вырнаçать, пултаруллă специалист пулнине кăтартать. Çавна шута илсех ăна трактор бригадин бригадирне лартаççĕ. Çапла вăл служба картлашкипе малалла хăпарать. 10 çул механизациллĕ отряд пуçлăхĕнче ĕçлет, унтан инженера çити ÿсет. Çак тапхăрта чылай тав хучĕсемпе хаклă парнесене, республикăн хисеп кĕнекине кĕме тивĕçет. Коллективра пысăк авторитет çĕнсе илет. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче “Хастар ĕçленĕшĕн” тата ытти юбилей медалĕсемпе наградăланă. Вăл ĕç ветеранĕ.

Венямин Иванович мăшăрĕ, Шăхач хĕрĕ пулнă-скер, Зинаида Степановна та çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Малтан сурăх пăхнă, каярах колхозра вăй хунă. Ĕçе юратнине, ăна тĕплĕн тунине кура ăна Первомайскинчи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината çĕвĕçе илнĕ. Çакăнта Зинаида Степановна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă, ĕç ветеранĕ ятне илме тивĕçнĕ.

Езюковсем 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăйсем пекех харсăр пулма хăнăхтарнă. Валерий хăй çем-йипе Мускавра тĕпленнĕ. Ашшĕн специальноçне малалла тăсать. Вăл пысăк автопаркра механикра вăй хурать. Çемье хваттерлĕ, ача-пăчаллă, лайăх пурнăçпа пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшне те пулăшма тăрăшаççĕ.

Вячеслав пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. 25 çул ĕнтĕ Первомайскинчи АТП-ра – агроном, хăй ĕçне юратса тĕплĕн туса пырать, тĕп килте йăха малалла тăсать, çак ял хĕрĕпех Татьяна Николаевнăпа çемье çавăрнă. Таня Çĕрпÿри техучили-щĕре çĕвĕç ĕçне алла илнĕ. Пĕр вăхăт Шупашкарта, кайран Первомайскинчи йăла ыйтăвĕсен комбинатĕнче вăй хунă. Халĕ хăй тĕллĕн ĕçлет.

Венямин Ивановичпа Зинаида Степановнăн хĕрĕ Анюта хăй пурнăçне çын сывлăхне сыхлассипе çыхăнтарнă. Республика больницинче медсестрара вăй хурать. Çемьеллĕ, çурт-йĕрлĕ, ача-пăчаллă.

Езюковсен чÿк уйăхĕнче пысăк уяв. Çемье çавăрнăранпа 50 çул иртрĕ. Ылтăн туйпа, пархатарлă ĕçшĕн, çамрăк ăрăва хăйсем пекех хастар пулма хăнăхтарнăшăн вăрăм кун-çулпа телейлĕ ватлăх сунас килет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика