Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Малалла" акса пĕтернĕ

26 апреля 2007 г.

 

Патăрьел. Район уй-хирĕнче çурхи ĕçсем малалла пыраççĕ. 2007 çулхи акан 24-мĕшĕ тĕлне ирхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 3623 гектар (29,7 процент) акнă. Пурĕ 8177 гектар нумай çул ỹсекен курăксене, 4346 гектар кĕр калчисене сỹреленĕ. Хуçалăхсенче вăрлăх имçамлаççĕ.

Михаил Владимирович Петров чылайранпа ертсе пыракан "Малалла" хуçалăхра республикăра пуринчен малтан ирхи тĕш тырăсене акса пĕтернĕ. Кунти ĕçченсем Мăнкунчченех хире тухнă. Акан 6-мĕшĕнче тракторсем ĕçе кỹлĕннĕ. Паян хуçăлăхра çĕр улми лартаççĕ, пахча çимĕç акаççĕ. Планпа 60 гектар вырăннен 15 гектар çĕр улми лартнă. Пахча çимĕçе 25 гектар акнă. Кĕрхи тырă калчисемпе нумай çул ỹсекен курăксене минерал удобренийĕпе апатлантарнă, сỹрелесе тухнă.

Кỹршĕри "Первомайск" ЯХПКра та çурхи ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Ку хуçалăха та Михаил Петров ертсе пырать. Хуçалăх паянхи куна 10 гектар çĕр улми лартнă. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми сахăр кăшманĕ акма тытăннă. "Батыревское" АХО 33 гектар çĕр улми лартнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика