Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă хыпар чуна уçать

09 апреля 2007 г.

 

 Анат Чакă ялĕнче пурăнакан Татьяна Николаевнăпа Вячеслав Вениаминович Езюковсен килне ывăлĕ Александр службăра тăракан çар чаçĕнчен савăнăçлă хыпар килчĕ.

 Нижний Новгород облаçĕнчи Саров хулинче вырнаçнă 3450 çар чаçĕн командирĕ Г.В.Овчинников полковник çапла пĕлтерет: "Сирĕн ывăл Александр хăйĕн должноçри тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Умма лартнă çар службин тата çарти йĕркелĕхе тытса пырас ĕçсене активлă хутшăнать. Вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартса çар ăсталăхне ỹстерет, хăйне çирĕп дисциплинăра тытать. Çакăн пек çĕр-шыв хуралçи ỹстерсе лайăх воспитани панăшăн тав тăватăп", _ тенĕ çырура.

Чăн та савăнмалли хыпар Езюковсемшĕн. Вĕсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Пур ачине те çамрăклах ĕçе, спорта явăçтарма тăрăшнă. Ашшĕ-амăшĕ яланах ĕçре пулнă май, хуçалăхри ĕçсене аслашшĕ-асламăшĕ ертсе пынипе выльăхне те пăхнă, пахчари ĕçсене те пурнăçланă, хушнă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама хăнăхнă. Çуллахи кунсенче амăшĕ колхозра пайсем илсе ачисене унта явăçтарнă. Шкулта та лайăх вĕренсе пынă Шурик, спортпа туслă пулнă. Уйрăмах чупассипе интересленнĕ. Шкул чысне район, республика шайĕнче те хỹтĕленĕ, малти вырăнсене йышăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех водитель правине илме пултарнă йĕкĕт, обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă.

Кĕвĕ-çемĕ енне те пысăк туртăм Александрăн. Вĕреннĕ хушăрах Шурик гитарăпа хăй каласа юрлама юратнă. Паян вăл çарти юлташĕсене те юрласа савăнтарать.

Александр Езюкова çар ретне тăма ялти вăтам шкула пĕтерсе алла аттестат илсен тепĕр кунах ят тухнă. Ĕçри, вĕренỹри, спортри çитĕнĕвĕсене хакласа ял администрацийĕ ăсату каçĕ йĕркеленĕ, асăнмалăх парне парса чысланă.

Чăн та мухтанмалăх, савăнмалăх пур Езюковсен хăйсен виçĕ ывăлĕпе. Асли Алеша вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Ĕçленĕ вăхăтрах хăйĕн пĕлĕвне ỹстерет, куçăмсăр майпа вĕренсе специальность илме ĕмĕтленет. Кĕçĕнни, Степа, 8-мĕш класра ăнăçлă вĕренсе пырать.

 "Ачасене тĕрĕс те ĕçлĕ воспитани панă çĕрте 77 çулхи аслашшĕпе асламăш тỹпи те питĕ пысăк. Эпир ялан ĕçре, ачасемпе ытларах вĕсем пулнă", _ теççĕ ашшĕ-амăшĕ. Тав сăмахне тивĕçнинче вĕсен витĕмĕ те пур.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика