Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн туйпа - ылтăн çĕрĕ

31 января 2007 г.

 

 Пĕр-пĕрне ĕмĕр-ĕмĕр юратса пурăнма тĕв тытса пĕрлешнĕ Первомайскинчи Лепешкинсем. 50 çул пĕр сăмахра Аркадий Харитоновичпа Наталия Федоровна. Иртнĕ пурнăç - вĕсен пуянлăхĕ. Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пынă мăшăр. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухса виçĕ хутчен çурт лартнă. Кил хушшинчи ĕçсене пĕрле пурнăçланă çемье. Ачисене çамрăкранах ĕçе хăнăхтарнă. Пахчара çум çумласси вĕсем çинче пулнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхма хутшăннă. Ашшĕпе амăшĕ Первомайскинчи крахмал заводра ĕçленĕ. Унтан çĕр улми нимĕрне çуллен туяннă. Хатĕр апатпа выльăхсене хĕлле те самăртнă. Çу каçиччен картиш тулли чăх-чĕп кĕшĕлтетнĕ.

Ĕç çынна хисепе кăларать. Лепешкинсене те çын хушшинче ырă ятлă тунă вăл. Аркадий Харитонович смена бригадирĕ пулнă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра завода темиçе хуçалăх машини-машинипе çĕр улми турттарнă. Ăна буртсене хунă. Ĕçе сменăпа йĕркеленĕ. Хĕл каçиччен ĕç пынă заводра.

Тăрăшулăхне пулах Наталия Федоровнăна икĕ созыв район совечĕн депутачĕ пулма суйланă. Пĕрле ĕçлекенсем хушшинче хисепре пулнă вăл. Коллективран тивĕçлĕ канăва тухсан та уйрăлман. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те хăнăхнă ĕçе кайран та самаях утнă.

Пỹрчĕ-çурчĕ пысăк та çап-çутă Лепешкинсен. Иккĕшех юлнă пулин те ача-пăчаран, хăнаран, кỹршĕ-аршăран тунсăх тăмаççĕ вĕсем. Тикеше качча тухнă Лена хĕрĕн ачисем Первомайскинчи ача садне çỹреççĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне канмалли кунсенче çеç каяççĕ. Ытти чухне кукашшĕпе кукамăш хỹттинче пурăнаççĕ. 8 мăнука çитнĕ Лепешкинсен. Аслашшĕ-асламăш, кукашшĕ-кукамăш патне çуллахи каникулсенче кашнийĕ килет. Шупашкарти Володя, Нижний Тагилти Петьăпа Коля, Анат Чакăри хĕрĕ те ашшĕпе амăшĕн сывлăхне пĕлме тăтăш килсе çỹреççĕ. Ку хутĕнче тăван кил урăх сăлтавпа йыхравларĕ. Ачин ачи те мăшăрĕпе килчĕ унта. Кашнийĕшĕ ылтăн туйпа саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика