24 января 2007 г.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа ял хуçалăх отраслĕ çĕнĕрен вăй илсе аталанма тытăнчĕ. Çăмăллатнă кредит выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме, техника туянма, фермăсене тĕпрен юсаса çĕнетме май парать. Малашне çĕнĕ çурт-йĕр те çĕкленме пуçлĕ-ха. Çирĕп хуçалăхсенче ку енĕпе чылай лайăх улшăнусем пур.
Çапах та ураран ÿкнĕ хуçалăхсене çĕклеме пĕрре те çăмăл мар. Районта çакăн пеккисем аталаннă предприятисен аллине пĕрерĕн-пĕрерĕн куçса пыраççĕ.
Мĕнлерех пурăнать-ха паян Сителпе Пÿртлĕ ялĕсенчен тăракан хуçалăх; Иртнĕ çулхи май уйăхĕнчен вара унăн ячĕ те, тытăмĕ те улшăннă – ООО “Сидели”. Урăхла каласан, тулли мар яваплă пĕрлешÿ. Унăн 1225 гектар çĕр. 130-шĕ çинче кĕрхи, 370-шĕнче çурхи культурăсем акса пуçтарса илнĕ. Тухăçĕ пысăках мар. Кĕрхи тулă гектартан – 29, çурхи – 12, 2, сĕлĕ 18, вика 6, 8 центнер тухнă. Унсăр пуçне 40 гектар пĕр çул ÿсекен курăк, 15 гектар çĕр улми, 5 гектар севок çитĕнтернĕ. Курăкне халăха сĕтшĕн валеçсе панă.
Çуркунне акма 42 тонна вăрлăха кĕлете тирпейлесе хунă. Çĕр улми путвалта упранать.
Тыр-пул акса ÿстерес, пухса кĕртес ĕçсенче Г.Лисицын, И.Сынгоров, А.Никитин, И.Егоров, Д.Выросов механизаторсем ырă тĕслĕх кăтартнă.
Куллен ĕçе тухакан хĕрарăмсене те палăртса хăварас килет: В.Михайлова, Т.Николаева, Л.Шайманова, В.Реймова, Н.Мамуткина, С.Васильева, Н.Егорова, Г.Выросова. Уй-хирти, йĕтем çинчи мĕн пур ĕçе хутшăнаççĕ вĕсем.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх шучĕ самаях чакнă. Столовăй валли усă курмалăх, алă-ура çавăрмалăх 50-60 пуç сысна тытаççĕ. Çуркуннепе çулла ĕçе тухакансене сысна çурисем суткалаççĕ. А.Мамуткинăпа Н.Игнатьева пăхаççĕ вĕсене. И.Руссаков выльăх апачĕ турттарса тăрать.
Лашасем те йышлă мар. Мĕн пурĕ – 8. Вĕсене И.Кудимов конюха шанса панă. Мĕн пур выльăхсемшĕн явапли Е.Чернова ветврач.
Ĕç вăйĕ çулран çул чакса пырать. Вăйпитти ар çынсем ялсенче тытăнса тăрасшăн мар. Мускава, Чулхулана тата аяккарах та ĕçлеме çÿреççĕ. Икĕ ялĕпе илсен вĕсен шучĕ çĕртен те иртет.
Çакă, паллах, чăннипех те ĕçшĕн çунакансене хытах пăшăрхантарать. Хуçалăхри ĕçсене йĕркелесе тăракан Ю.Прискин тĕп инженерпа В.Жирнов бригадира – пушшех те. Пĕрлешсе пысăкланнă “Рассвет” хуçалăхрах яваплă вырăнсенче вăй хунăскерсем çав ырă вăхăтсене ăшшăн аса илчĕç.
– Мăйракаллă шултра выльăх комплексĕ кĕрлесе тăратчĕ вĕт. 312 ĕне, 90 вăкăрччĕ. Мĕн пур выльăх 600 пуçа яхăнччĕ. 47 çын ĕçлетчĕ. Халь пушă витесенче çил ачисем çеç шăхăраççĕ. Пăхсан чун ыратать, – терĕ Виктор Григорьевич.
Юрий Павлович тĕп инженера техника паркĕ, тракторсем, ака-суха хатĕрĕсем кивелсе пыни пăшăрхантарать. Паянхи куна хуçалăхра гусеницăлла тракторсем иккĕ, виççĕ – кустăрмалли. Вĕсемсĕр пуçне ака-суха ĕçĕсене крахмал заводăн ДТ-150 маркăллă тракторĕ хутшăнать. Сĕрмелли, çунтармалли хатĕрсем çулсерен хакланса пыраççĕ. Кĕрхи çĕртмене те 50 гектар çинче çеç туса хăварнă.
Ĕç укçипе май пур таран татăлма тăрăшаççĕ. Севок çинче ĕçлекенсене парса татнă.
В.Жирнов бригадир шухăшĕпе, пурнăçра тĕллевлĕ пурăнмалла. Киввине тĕпе хурса çĕннине пурнăçа кĕртмелле. Хальхи саманапа тан утас тесен паянхи кунпа хавхаланса, лайăха шанса ĕçлемелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)