13 января 2007 г.
Йĕпхÿ çăвать, тапхăр-тапхăр сивĕ çил кашласа килет. Хуллен сирĕлет каç сĕмлĕхĕ, сирĕлсех те пĕтеймест. Кăçал çанталăкĕ пĕрре те хĕллехи пек мар. Миçе кун ĕнтĕ хĕвел те курăнмасть. Паян та ĕнтрĕклĕ-мĕнлĕ.
Техника паркĕнче виçĕ-тăватă ар çын пĕр трактор патĕнче кăштăртатаççĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах эпир шыракан Г. Лисицын пулчĕ. Кĕлеткипе те, сăнĕпе те, утти-чуппипе те çамрăк курăнать-ха вăл. Никам та 40 урлă каçнă тесе каламасть. Йăвашшăн кулкаласа, куçран пăхма именсе калаçать те – çавăнпах-и пушшех çамрăкланса каять. Шăпах çакă ĕнтĕ “Сидели” тулли мар яваплă пĕрлешÿри чи маттур механизаторсенчен пĕри. Сител тăрăхĕнчи трактористсенчен ăсталăхпа Георгине çитекенни çуках-тăр. Кăткăс техникăна алăри пилĕк пÿрне пек пĕлсе çитнĕ вăл. Хăйне шанса панă ДТ-75 трактора яланах юсавлă, таса тытать. Хурçă учĕ сехет механизмĕ пек пĕр тикĕс ĕçлет. Ялта камăн та пулсан мĕнле те пулин техника чăхăмласан тÿрех Георгирен пулăшу ыйтаççĕ. Техника паркĕнче те çаплах. Ÿркенсе тăмасть вăл, хăпăл-хапăл ĕçе кÿлĕнет. Кăштахран трактор “чĕри” тикĕссĕн тапма пуçлать.
Шкул хыççăн ăçта кайăп; Кам пулăп; ун пек шухăш Георги пуçне нихăçан та çавăрман. Темле вăй техника паркĕ еннелле туртать, ачаранпах унталла чĕнет, илĕртет пулсан, тĕлĕкре те тракторсемпе комбайнсем çеç курăнаççĕ пулсан, уй-хиртен килекен трактор сассине каçса кайса, вырăнтан хускалмасăр итлесе тăратăн пулсан, çав сасса хирĕç, чи илемлĕ кĕвĕрен те илемлĕрех илтĕнекен сасса хирĕç çунат сарса вĕçес килет пулсан – уй-хирсĕр пуçне, тракторсăр пуçне мĕн кирлĕ тата; Ытти шухăш валли епле вырăн тупăнтăр пуçра;
– Лартсам хăвăн вырăнна, кăштах сухаласа пăхам, – аптратнă вăл Петр Васильевича, пиччĕшне.
– Юрамасть. Малтан вĕренес пулать. Трактор вăл, шăллăм...
– Кăштах та юрамасть-и; Çĕр метр чухлĕ те-и; – тилмĕрнĕ Георги.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан каччă çирĕпленсе пыракан ĕмĕтне пурнăçлама шутланă. Килтисем хирĕçлемен. Çапла Канашри професси училищине кайса кĕнĕ. Хавхаланса вĕреннĕ. Вĕренсе таврăнсан пĕр хушă тетĕшĕпе пĕрле ĕçленĕ. Ун хыççăн хăйне трактор шанса панă. Çапах та каччăн пĕр хушă хурçă утран уйрăлма тивнĕ, çара кайнă. Унтан килсен каллех юратнă ĕçе кÿлĕннĕ. Петя пиччĕшĕпе ăмăртмалла ака-суха тунă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ, хĕлле вăрман турттарнă. Ăçта кайма хушнă – кайнă, пĕрре те хирĕçлесе тăман. Пĕр тăвансен ĕçченлĕхĕпе ăсталăхĕ тÿрĕ кăмăллăхĕпе яваплăхĕ чăннипех те мухтав-хисепе тивĕç.
Ачаранах çĕре юратма вĕрентсе ÿстернĕ вĕсене ашшĕпе амăшĕ – Василий Степановичпа Анисия Борисовна. Ултă ачана пăхса-тирпейлесе çитĕнтерме çăмăлах пулман вĕсене. Çемье пуçĕ Первомайски райповĕнче лашапа магазинсене, столовăйне тавар турттарнă. Амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Ачисене те “куршанак” ир çыпçăннă. Амăш кĕпи аркинчен уртăнма пăрахсанах çăкăр чĕлли ăçтан, мĕнле пулнине каласа ăнлантарнă, çĕре хисеплеме вĕрентнĕ. “Çăкăртан асли çук”, “Çăкăрăн хакне пĕлмен çын – пуш пучах”, – тенĕ ывăлĕ-хĕрне Василий Степанович. Унăн сăмахĕсене ăша хывса çитĕннĕ те ачисем. Шел, амăшĕ çамрăкла вилнĕ, вĕсем çĕр-шывшăн усăллă çынсем пулса ÿснине куриччен пурăнайман. Ун вырăнне Рая аппăшĕ йышăннă, хăйĕнчен кĕçĕнреххисемшĕн яваплă пулса тăнă.
Вăхăт хăй еккипех шăвать. Лисицынсен ачисем те çитĕннĕ ĕнтĕ. Чи асли, Маня, Ульяновскра тĕпленнĕччĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Петрпа Георги тăван хуçалăхрах вăй хураççĕ. Таня ялах качча тухнă, хăйĕн çемйи. Рая – Первомайски ял тăрăхĕн специалисчĕ. Кил вучахне сÿнме памасть, ашшĕпе, шăллĕсемпе пĕрле пĕр килтех пурăнать. Темшĕн Петьăпа Георгий иккĕшĕ те çемье çавăрман-ха. Те Турă çырни тупăнайман, те ялта хĕрĕсем çук. Чи кĕçĕнни Лида – Шупашкарта. Пурте ĕçрен маттур, йĕркеллĕ. Çынпа вăрçăнмаççĕ, сăпайлă.
Юлашки çулсенче ял хуçалăхĕнче пысăк улшăнусем пулчĕç. Колхозсем саланчĕç, тĕрлĕрен кооператив, пĕрлешÿ пулса пĕтрĕ. Пытарма кирлĕ мар – ĕç укçи пĕчĕк. Çавăнпах-и, чылай ялти ар çын Мускава, Чулхулана ĕçлеме çÿрет. Сителте те çавах. Анчах Георгий ун пеккисене ырламасть. Юратнă хурçă утĕнчен уйрăлас килмест унăн, ăна никама та шанса хăварасшăн мар. “Пĕри тухса кайсан, тепри – хуçалăхра кам тыр-пул çитĕнтерĕ;” – тет вăл. Шăпах çакăн пек ăнлануллă, маттур, хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем пуртан тытăнса тăрать те хуçалăх. Вĕсем пиччĕшĕпе иккĕшĕ те йывăç çĕр ăшне тарăн тымар янă пек, хăйсен пурнăçне тăван ялпа, тăван çĕрпе ĕмĕрлĕхех çыхăнтарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)