23 декабря 2006 г.
Сител – Первомайск ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен пĕри. Халăх йышĕпе те, хуçалăхсен шучĕпе те ăна пысăках тесе калаймăн. Пĕчĕккисен шутĕнчех те мар. Паян Сителте 180 хуçалăха яхăн.
Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вырăнсенче влаçăн çĕнĕ тытăмĕ ĕçлеме пуçланипе пĕрлех депутатсем те хăйсен полномочийĕсене пурнăçлама пикенчĕç. Сителте халăх суйланнă депутатсенчен пĕри – Юрий Павлович Прискин. Хальхи вăхăтра вăл кунти тулли мар яваплă обществăра тĕп инженер шутланать.
–Суйлавçăсен ыйтăвĕпе ятарласа пурнăçланă пысăк ĕç çук манăн. Анчах эпĕ яланах халăхпа юнашар пулма, уншăн ĕçлеме тăрăшнă. Çак çыхăну манăн депутатăн обществăлла полномочине йышăничченех пур, – калаçăва пуçăнчĕ Юрий Павлович конкретлă ĕç çинчен сăмах пуçарсан.
Ял проблеми нихăçан та вĕçне çитиччен татăлса пĕтмест. Пĕр кĕтессине тирпейлесе çĕнетрĕн, тепĕр çĕрти кивелет, юрăхсăра тухать. Темиçе уйăх каялла, акă, вăхăтĕнче бетон юпасенченех ăсталанă кĕпере юсаса çĕнетнĕ, ун çине плитасем хунă.
Паян депутатăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – урамсене тирпей-илем кĕртесси, ял культурине ÿстересси. Ку тĕлĕшпе Сителте ĕçлемелли пайтах-ха. Акă, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ хыççăн виçĕ тăкăрлăка йĕпе-сапаллă çанталăкра кĕрсе тухма та çук. Ун пек урамсем татах та пур. Малашлăхра вĕсене май пур тата вăй çитнĕ таран хăпартса вак чул сарасшăн. Ку, паллах, паян-ыранах татăлакан ыйту мар, çапах та республика Президенчĕн ял хушшисене, урамсене лайăх çулпа çыхăнтармалли программине район, ял тăрăх шайĕнче пурнăçламах тивĕ.
Депутат тивĕçне пурнăçланă ĕçре ăна финанс ыйтăвĕсемпе ĕçлеме шаннă. Çавăнпа та бюждетра пуçтарăннă укçана вырăнсенче тĕллевлĕ усă курма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра, сăмахран, урамсенче каçхи çутта тытса тăма çеç сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать. Ултă ялта 36 юпа çинче çутă çунать. Вăл шутра Сителте – улттă. Çамрăксем пурăнакан Комсомольски урамсенче те ку таранчченех çутă çук-ха. 40-50 çемье пурăнакан касра вăл, паллах, кирлех.
Ытти чылай çынна пăшăрхантарнă пекех депутата аякри ялăн малашлăхĕ, пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Ялта аслă пĕлÿ илнисем те, халĕ институт-университетсенче вĕренекенсем те пайтах. Анчах дипломлă специалистсем пĕри те яла килмеççĕ. Тĕрĕссипе мĕнле малашлăхпа тăван ялта тымар ямалла-ха; Çамрăк специалистсем валли ĕç вырăнĕ çук, хуçалăхĕ те ахрат çырминчех темелле. Ĕçленĕшĕн укçа илеймеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăйпитти çемье пуçлăхĕсем пурнăçа сыпăнтарса пырас тĕллевпе айккине, инçе çула укçа тума каяççĕ. Паянхи куна çак ялтан çеç 80 ытла ар çын Мускавра ĕçлеççĕ. Ун пек çулпа каймасан çурт-йĕрне те çĕнетейместĕн, ачасене те вĕрентейместĕн, çи-пуçа та питĕрейместĕн тата ытти те.
Механизаторсен паркĕнче хальхи вăхăтра ултă çын çеç. Кашнийĕ хăй вырăнĕнче ĕçлесен вара вăл икĕ хут ытларах та кирлĕ. Çамрăксене, паллах, кивелнĕ техникăпа илентереймĕн. Хуçалăхра юлашкинчен лизингпа трактор туяннă хыççăн, механизаторсен паркĕ урăх çĕнелмен.
Вăйлă та тĕреклĕ, экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп хуçалăхра ĕçлеме те, пурăнма та кăмăллă пулни каламасăрах паллă. Ун пек çĕрте, паллах, депутатсене халăх ыйтăвĕсене татса пама та ансатрах, çăмăлрах. Кирек мĕнле пулсан та чылай проблемăна тирпейлеме укçа-тенкĕ кирлĕ-çке. Сителсем ку тĕлĕшпе паян телейсĕртерех темелле. Апла пулин те Ю.Прискин депутат калашле, халăхпа пурăнакан халсăр мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)