Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисене палăртрĕ

09 декабря 2006 г.

Первомайски вĕрентÿ центрĕнче чÿк уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ “Наука. Творчество. Аталану” фестиваль-конференци тĕрлĕ секцисенче чи пултаруллă вĕренекенсене тата вĕсен наука ертÿçисене палăртрĕ.

“Ют чĕлхесен” секцине кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, нумай ача хутшăнма кăмăл турĕ. Пĕри тепринчен кăсăклăрах тĕпчев ĕçĕсем хатĕрленĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем. Нумайăшĕн стенчĕ те пуян содержаниллĕ. Тĕрлĕрен литературăпа, интернетран илнĕ материалпа усă курнă ĕçсенче. Малти вырăнсене палăртма комиссине çăмăл пулмарĕ. Ытти çулсенчи пекех, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Нăрваш Шăхаль, Аслă Чемен шкулĕсенчи ачасем чи вăйлă пулнине кăтартса пачĕç.

Комисси членĕсем пурте пĕр шухăшлă пулса 1-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен А.Ксенофонтовăна пама йышăнчĕç. Алина итлесе ларакансене пысăк тавра курăмлăхĕпе, акăлчан чĕлхипе лайăх калаçма пĕлнипе тĕлĕнтерчĕ. Калас пулать, çак уйăхрах иртнĕ район олимпиадинче те вăл акăлчан чĕлхипе 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.

2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен А.Романовăн (вĕрентекенĕ Н.Полякова) “Слэнгсем” теми те пурне те килĕшрĕ. Унпа пĕр шкултах вĕренекен “Нимĕçсен хушамачĕсем” тĕпчев ĕçне (вĕрентекенĕ Т.Щукина) те 2-мĕш вырăна хурса хакларĕç. Ку нимĕç чĕлхипе хатĕрленĕ пĕртен пĕр ĕç пулчĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекен А.Шерезданова та 2-мĕш тухма пултарчĕ. Адель пурне те чăн-чăн акăлчанла калаçнипе тыткăнларĕ.

3-мĕш вырăна та виçĕ ача пайларĕç. Аслă Чементи вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Н.Басов “Акăлчан чĕлхинчи лимериксем” темăна туллин кăтартса пачĕ, хăй çырнă лимериксемпе (5 йĕркерен тăракан шÿтлĕ сăвăсемпе) паллаштарчĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Е.Митрофанова районта акăлчан чĕлхине чи лайăх пĕлекенсенчен пĕри. Район олимпиадисенче, “Наука. Творчество. Аталану” конференцисенче хăйĕн юратнă акăлчан чĕлхипе вăл яланах малти вырăнсене йышăнать. Пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ конференцирен нумай-нумай ача хушшинче 3-мĕш степеньлĕ дипломпа таврăнчĕ пултаруллă хĕр. Кăçалхи конференцинче Женя “Акăлчан чĕлхинчи предлогсем” темăпа калаçрĕ. Хăйĕн ĕçĕнче вăл 50 предлог ытла тĕпченĕ. Унăн ĕçне те комисси 3-мĕш вырăна хурса хакларĕ. Женьăн çитĕнĕвĕсенче унăн вĕрентекенĕн тата амăшĕн Татьяна Васильевнăн тÿпи питĕ пысăк.

Конференцине хутшăнакансен йышĕ ÿсни, ытти шкулсенчи ачасем те хутшăнни, паллах, савăнтарать.

Пĕрремĕш хут анчах хутшăнаççĕ пулсан та, Турхансем те виççĕмĕш тухма пултарчĕç. 10-мĕш класри Л.Едриванова (вĕрентекенĕ М.Стефейкина) “Акăлчан чĕлхинчи паллă ятсемпе наречисем” темăна уççăн çутатса пачĕ.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхипе вĕрентекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Э.Карягина çинче манăн уйрăммăн чарăнса тăрас килет. 30 çул ытла шкулта ĕç-лесе мĕн чухлĕ олимпиада, тĕрлĕрен конкурссен çĕнтерÿçисене хатĕрлемен пулĕ вăл; Районти “Наука. Творчество. Аталану” конференцинче те унăн вĕренекенĕсем яланах малти вырăнсем йышăнаççĕ. Кăçал Эвелина Арсентьевнăн вĕренекенĕсем вăл пулăшнипе 7(!) ĕç тăратнă, вĕсенчен 2-шĕ призлă вырăнсем çĕнсе илчĕç.

Районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Г.Багаутдинова конференцине пĕ-тĕмлетнĕ май, мала тухнисене тата вĕсен вĕрентекенĕсене чунтан саламларĕ, лайăх ĕçсемшĕн тав турĕ. Çак кун ачасем ют чĕлхене юратнине, лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç, пĕр-пĕринчен нумай çĕнни пĕлчĕç. Чăнахах та, чи пултаруллă та ăслă ачасене палăртрĕ çак конференци-фестиваль.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика