Районти шалти ĕçсен пайĕнче участокри милици уполномоченнăйĕнче ĕçлекен Л.Ярушкин пирки штаб работникĕсенчен те, хăйсен сотрудникĕсенчен те пĕрре мар ырă каланине илтнĕ. Кăтартуллă йĕрке хуралçисенчен чăн малтан унăн ятне асăнаççĕ.
Леонид Федорович милици органĕнче ĕçлеме пуçлани вун виçĕ çул. Вăл шутра улттăшне – участокри уполномоченнăйĕнче тăрăшать.
Йышлă ача хушшинче çитĕннĕ вăл. Кĕрекене апата ларсан та сак тулли пулнă вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ кашнинчех сакăр ача валли пай кăларнă. Паян вара Кольăсăр пуçне пурте тĕп килтен тĕрекленсе çунат хушса тухса кайнă. Вĕсенчен хĕрĕсем педагогика çулĕ çине тăнă, арçын ачисем водитель ĕçне кăмăлланă. Леонидпа Шупашкарта пурăнакан Сергей шăллĕ вара çĕр çинчи чи йывăр та теветкеллĕ профессисенчен пĕрне – милицие суйласа илнĕ. Вăтăр çул ытла пухăнать вĕсен пĕрлехи ĕç стажĕ. Сергей Федорович хальхи вăхăтра тĕп хулари райшалĕçпайĕнче дежурнăй помощникĕнче тимлет. Леонид Федорович улттăмĕш çул ĕнтĕ Первомайскинчи участок уполномоченнăйĕнче шанăçра. Чăнахах та çак тăрăхри халăх умĕнче шанăçа кĕнĕ тесе калас килет ун пирки. Кирек хăçан та ăна хăйĕн участокĕнче курма пулать. Эпир тĕл пулнă кунхине те вăл, хăй отпускра иккенне пăхмасăрах, кунĕпе тенĕ пекех çынсене йышăнчĕ, отчетсем турĕ. Унăн ĕçĕпе ял тăрăх пуçлăхĕ Ю.Федоров та кăмăллă. Юлашки вăхăтра ял тăрăхĕнче преступлени тăвасси чакнине, тăнăçлă та лăпкă пурнăç пулнине чăн малтанах вырăнти милици ăнăçлă ĕçленипе çыхăнтарать вăл.
–Чылай пăтăрмахсене, çемьери шăв-шава, обществăлла йĕркене пăснă ĕçсене вырăнтах пăхса тухса мерăсем йышăнатпăр, тирпейлетпĕр. Урăхла каласан, килти çÿп-çапа тÿрех урама кăлармастпăр. Юлашки çулсенче ял халăхĕ те çавна хăнăхрĕ, тĕрлĕрен ыйтупа çийĕнчех ман пата пыраççĕ, – калаçăва пуçларĕ вăл хăйĕн çăмăл мар тивĕçне епле пурнăçласа пынине ыйтсан.
Кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç итогĕсем те начар мар. Маларахри çулхипе танлаштарсан, вăл чакнă. Хура ĕçсенчен обществăлла пурлăха вăрлассипе ытларах протокол çырнă. Çав вăхăтрах ăна уçса парайман преступленисем пулни те пăшăрхантарать. Акă, крахмал заводĕнчи, “Малалла” хуçалăхри пушарсен сăлтавĕн вĕçне-хĕрне халĕ те тухайман-ха.
Юлашки вăхăтра районта милицин участковăйĕсене ял тăрăх ертÿçисемпе вырăнсенче тирпей-илем, хăтлăх кÿрес тĕлĕшпе пысăк ĕç, ырă улшăну тума шаннă. Кăçал ку тĕлĕшпе Первомайски ял тăрăхĕнче хĕрĕх протокол çырнă, Чăваш Республикинчи административлă йĕркелĕхе пăхăнмалли çинчен калакан саккуна пăхăнманнисене айăпланă, чылайăшне комиссине чĕнтерсе штраф панă.
Пакунлисен ĕçĕ кама та пулин ăмсантарать те пулĕ. Пытарма кирлĕ мар, халăхра вĕсем çине вĕчĕ тытакансем те пайтах. Ара, милицисем çынсен кăкăрĕ çине орден е медаль çакса яракан, Хисеп хучĕсем паракан органта ĕçлекенсем мар-çке. Тепĕр чухне вĕсем пурнăçпа вилĕм хушшинче те пулаççĕ, çапах хăйсен пĕрремĕш тивĕçне пурнăçлаççĕ. Сăмах çумне сăмах хушса пынă май, Леонид Федорович та милици ĕçĕнчи чи хăрушă самантсенчен пĕрне аса илчĕ:
–Аслă участковăй тивĕçне пурнăçласа çĕнĕ çул умĕн мана пĕр яла ячĕç. Кунта çын вĕлернипе çыхăннă йывăр преступлени пулнă. Тĕрмерен тин çеç ларса тухнă çын пенсионер патне вăрлама кĕнĕ. Çак-скер ăна вĕлернĕ, юлашкинчен çунтарса яма тытăннă. Эпĕ çитнĕ чухне преступник пÿртре, йĕри-тавра ял халăхĕ пуçтарăннă. Никам та манпа пĕрле шала кĕресшĕн мар. Кам пĕлет, тем шухăшлă-ха преступник; Пурнăç е вилĕм тесе пĕчченех пÿрте кĕтĕм, çын вĕлерекене çăмăллăнах парăнтартăм. Ку маншăн участковăйĕнче чухнехи пĕрремĕш пысăк урок, присяга пулчĕ-тĕр, – паян пулнă евĕр каласа пачĕ темиçе çул каяллахи ĕçе милици майорĕ.
“Манăн милици мана сыхлать”, – теççĕ вырăссем. Мухтав Турра, паян эпир кашниех ырă тĕлĕксем курса çывăратпăр. Çапах та лăпкă та тăнăç пурнăçшăн, ырă малашлăхшăн юратнă мăшăрĕпе ачисенчен талăкĕпе ăрасна пулса çăмăл мар служба ĕçне ирттерекенсен умĕнче хăйсен професси уявĕ умĕн пуç таяр, çирĕп сывлăхпа пысăк чăтăмлăх сунар.