Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштерсе ĕçлесен - çитĕнỹ пулать

25 октября 2006 г.

 "Малалла" - районти вăйлă, тĕплĕ, тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри. Кăтартăвĕсем çулран çул лайăхланса пыраççĕ. Кăçал Шăхач ял тăрăхĕн 147 гектар çĕрне арендăпа илсе акса-лартса усă курчĕ. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ теççĕ те, кăçалхи çитĕнĕвĕсем мĕнлерех-ши? Шăпах çакăн пирки сăмах пуçартăмăр та хуçалăх ертỹçипе Михаил Владимирович Петровпа.

-Вăй çитнĕ таран тăрăшатпăр-ха, - терĕ вăл кăмăллăн. Хăш-пĕр çĕрте, авă, вăй питти çынсем вăрăм укçа шыраса ытларах ют çĕрелле çỹреççĕ, пирĕн вара апла мар. Халăх кирек мĕнле ĕçе те хастар хутшăнать, çавăнпах пулĕ кăтартусем те япăх мар.

Хуçалăхăн 780 гектар акăнакан çĕр. Унсăр пуçне Шăхачăн 147 гектар çĕрĕпе усă курнă, 424 гектар тĕш тырă акнăччĕ. Бункер виçипе кашни гектартан 38,8 центнер туса илтĕмĕр. "Московская-39" кĕрхи тулă тухăçĕ уйрăмах савăнтарчĕ. Кашни гектартан 53 центнер тухрĕ. "Московская-35" çурхи тулă 43 центнер, "Адама" сĕлĕ 44 центнер тухăç пачĕç. "Безенчукская-87" ыраш, "Труженик" пăрçа тухăçĕ те аван. Хуçалăх элита, супер-элита вăрлăхсем туса илессипе ĕçлет. Вăрлăхсене ют республикăсемпе облаçсене те сутатпăр.

Çĕр улмине 60 гектар çине акнăччĕ. Гектартан 252 центнер пуçтарса кĕртрĕмĕр. Сахăр кăшманĕ - 360, кишĕр - 380, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр - 340, сухан-севок - 80, хăмла 10 центнер тухрĕç. Тĕш-тырăпа пахча çимĕçрен 3,5 миллион тенкĕ тупăш куртăмăр. Рентабеллĕх 20-25 процентпа танлашать.

Паллах, çак çитĕнĕве ĕç кал-кал пымасан тума май килмесчĕ. Механизаторсем техникăна çуракинче те, каярах та лайăх ĕçлеттерчĕç, хĕрỹ вăхăтра ĕç чарăнса ларни, хирте юсаса чăрманни пулман. Кĕрхи çĕртме тăвассине те вĕçлерĕмĕр. Уйсем пушансанах сухаласа пытăмăр.

-Çитĕнĕве çынсем тăваççĕ. Ĕçчен çынна ял савать, теççĕ. Камсем-ха вĕсем сирĕн ĕç паттăрĕсем? Ятранах асăнăр-ха.

-Пирĕн маттурсен хастарлăхне такам та ăмсанĕ. Илья Киргизов, Николай Сергеев, Николай Филимонов тракторист-комбайнерсем уйрăмах хастар пулчĕç. Водительсенчен - Анатолий Хураськин, Василий Ванисов, уй-хир бригадинчи Альбина Ильина, Галина Шурбина, Роза Кудряшова, Светлана Абзыкова тата ыттисем те ырă сăмаха тивĕç.

- Чăнах та тырă-пулă, пахча çимĕç туса илессипе эсир ăнăçлă ĕçлетĕр-ха. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнлерех аталанать?

-Ĕне-выльăх, сысна усратпăр. Мăйракаллă шултра выльăх 360 пуç. Вăл шутра сăвăнакан ĕне - 100, сысна 300 пуç. Светлана Шадиманова, Василиса Ильметова дояркăсем, Михаил Шурбин скотник, Ксения Смирнова, Нина Шурякова сысна пăхакансем пысăк хисепре.

- Михаил Владимирович, эсир икĕ хуçалăх ертỹçи, çавна май яваплăхăр та икĕ хут пысăкрах. "Первомайск" мĕнлерех пурăнать?

 -Ку хуçалăхăн çĕрĕ 1150 гектар, 560-шĕ çинче тĕш тырă акса-туса илетпĕр. 60 гектар çĕр улми, 10 гектар севок сухан, 10 гектар сахăр кăшманĕ çитĕнтертĕмĕр. Ытти лаптăка йăлтах нумай çул ỹсекен курăк йышăнать. Тĕш тырăсен тухăçĕ кỹршĕсенчен пĕчĕкрех пулчĕ, гектартан 22 центнер тухрĕ. Çĕр улмине кашни гектартан 175 центнер, севок сухана 62 центнер, сахăр кăшманне 240 центнер пуçтарса кĕртрĕмĕр. Кĕрхи çĕртме тăвасси вĕçленсе пырать.

- Фермăсенче лару-тăру мĕнлерех?

-Мĕн пурĕ 330 пуç ĕне-выльăх. Вăл шутра 110-шĕ сăвăнаканни, 70-шĕ самăртаканни, 130 сысна, 31 лаша. Хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тăкаклă-ха. Фермăсенче ĕçлеме çăмăл мар. Тăрăшуллисем вăй хураççĕ кунта. Уйрăмах Валентина Чернова зоотехник-ветеринари врачне (вăлах сысна ферми ертỹçи те), Геннадий Албутов ĕне ферми заведующине, Ольга Шайдукова, Галина Капралова дояркăсене тав тăвас килет. Нумай çул хушши пысăк хастарлăхпа тăрăшаççĕ вĕсем, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

"Первомайск" хуçалăх хальлĕхе вăтаммисен шутĕнче. Маларахри çулсемпе танлаштарсан ỹсĕмсем пур. Ĕç укçине çийĕнчех парса пыратпăр. Вăл 2 пин тенкĕпе танлашать. Патшалăх умĕнчи парăмсемпе вăхăтра татăлатпăр. Ĕçре малта пыракансене хавхалантарасси тĕп вырăнта. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен экскурсисене, Шупашкара театр курма яратпăр, уявсенче парнесемпе чыслатпăр. 

- "АПК аталанăвĕ" проект ял хуçалăхне аталанма пулăшать-и? Сире паян мĕн пăшăрхантарать?

-Ку проект ĕçлеме тытăнни, паллах, лайăх. Анчах вăл 10-15 çул маларах кирлĕччĕ. Проектпа килĕшỹллĕн укçа-тенкĕ уйăрни те лачакана кĕрсе ỹкнĕ хуçалăхсене халь тин туртса кăларассăн туйăнмасть. Вăхăтлăх çăмăллăх пулни те аван-ха ĕнтĕ.

Пăшăрхантараканни самаях. Техника, запас пайсем, сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобрени, гербицид çулран çул хакланса пыраççĕ. Ял хуçалăх продукчĕсен хакĕ пĕрре те ỹсмест.

Анчах хресченĕн пурăнмаллах, малалла тапаланмаллах. Çапла тăватпăр та. Шав малалла, шав тăвалла утас тетпĕр. Техникине те çĕнетсех тăратпăр. 2-3 çул хушшинче икĕ "Нива" комбайн, икĕ МТЗ-50, икĕ ДТ-75 трактор, сеялка, культиватор, курăк вырмалли агрегат туянтăмăр. Хăмла, çĕр улми туса илес ĕçсен 80 процентне механизацилес тетпĕр.

Çĕр ĕçĕ вăл йывăр та пархатарлă. Тăрăшсан, вăй хурсан унтан та укçа тума пулать.

-Тавах калаçушăн, ĕмĕтленни яланах пурнăçланса пытăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика