Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк артистсене - 20 торт

13 сентября 2006 г.

 Ытти çулсенчи пекех Анат Чакă ялне çуллахи каникула хула ачисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне пахчари, кил-тĕрĕшри ĕçсене тума пулăшрĕç. Ял урамĕсем ача-пăча сассипе янăраса тăчĕç. Аслăраххисем каçсерен культура çуртне васкарĕç, тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç, дискотекăра савăнчĕç. Август вĕçĕнче культура çурчĕн директорĕ И.Филиппова ертсе пынипе ял тата хула ачисемпе çамрăкĕсем сыв пуллашу каçĕ йĕркелерĕç, концерт кăтартрĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекен Анжелика Клементьевăпа Ксения Тихонова, Сергейпа Настя Макаровсем, хуларан килнĕ Саша Пахомов, Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицейра ăс пухакан Вера Белова, Мария Абзыкова юрăсем юрласа, Ксюша Пахомова сăвă вуласа тĕлĕнтерчĕç. Программăра кулăшла номерсем те чылай пулчĕç. Ялти С.Лукин, В.Шагулов, С.Самаркин, Л.Шашкин предпринимательсем çамрăк артистсене 20 торт туянса парса савăнтарчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле ларса чей ĕçрĕç. Çак каç ялпа хула ачисемшĕн нумайлăха асра юлчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика